Мобильлĕ офиссем пулăшнипе

25 Авăн, 2017

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен куçса çÿрекен офисĕсен ырă енĕсене республикăри район-хулара пурăнакансенчен нумайăшĕ туйрĕ ĕнтĕ: вĕсем пулăшнипе инçетри ялсенче тĕпленнисем ĕçлев тытăмĕн чылай пулăшăвне — рынокпа, çынсене вырăн тупса парассине йĕркеленипе, профориентаци мероприятийĕсене уйрăммăн тата ушкăнпа ирттернипе, ĕç шырама пулăшнипе, профессие вĕрентнипе, ĕçлев тата ĕç ыйтăвĕсемпе юридици консультацине тивĕçессипе çыхăннисене — илме пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра район-хулари халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче куçса çÿрекен 12 офис çынсене йышăнать.

Кăçалхи 8 уйăхра вĕсем инçетри ялсенче 382 хут пулса 457 мероприяти ирттернĕ, 5676 çынна патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ е тухса çÿремессерен кашнинче вăтамран 15 çынна йышăннă. Мо-бильлĕ офиссем пулăшнипе ирттернĕ мероприятисенче пулăшу илнĕ граждансем уйрăмах Улатăр /1491 çын/, Канаш /693/, Çĕмĕрле /317/ хулисенчи, Çĕрпÿ /506/, Куславкка /495/, Етĕрне /481/, Йĕпреç /375/, Шупашкар /362/, Вăрмар /319/ районĕсенчи тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче йышлă, Патăрьел /283/, Сĕнтĕрвăрри /200/, Вăрнар /154/ районĕсенчи центрсенче вара сахал.

Унсăр пуçне вĕсемпе усă курса республикăри тата унăн тулашĕнчи организацисенче ĕçлев, харпăр хăй ĕçне йĕркелес, обществăн тÿлевлĕ ĕçĕсене хутшăнас ыйтусемпе кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче информаципе консультацин 415 кунне ирттернĕ, вĕсенче 5111 çынна /тухса çÿренипе йĕркеленĕ мероприятисенче консультаци илнисен 90 процентне/ пулăшма пултарнă.

Улатăр, Çĕмĕрле хулисенчи, Патăрьел, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчи ĕçсĕрсем тата ĕç шыракансем валли вакансисен 30 ярмăрккине йĕркеленĕ, вĕсене 510 çын /куçса çÿрекен офис пулăшнипе тивĕçнисен 9,0 проценчĕ/ хутшăннă.

Канаш, Çĕмĕрле хулисенчи, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем мобильлĕ офиссенче 55 инвалида «пĕр чÿрече» мелĕпе пулăшупа тивĕçтернĕ.

Ĕç-хĕл тытăмĕн /професси/, ĕçе вырнаçас, профессие вĕренес ыйтусемпе 3003 çын /53%/ пулăшу илнĕ. Граждансене ĕç рынокĕ ыйтакан специальноç, квалификациллĕ ĕçченсем мĕн чухлĕ кирли, профессие тата хушма специальноçа вĕренмелли услови тĕлĕшпе тулли информаципе тивĕçтернĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.