Михаил Игнатьев сывлăш-çар академийĕнчен вĕренсе тухнă чăваш ачисемпе тĕл пулчĕ

6 Ака, 2018

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Сызрань хулинчи Н.Е. Жуковский профессор тата Ю.А. Гагарин ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕнчен вĕренсе тухнă чăваш ачисемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, вĕрентекенĕсемпе тĕл пулчĕ.

Пĕтĕм Раççейри Афганистан вăрçин инваличĕсен общество организацийĕн Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Геннадий Матвеев тата ЧР граждан хÿтĕлевĕн ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пуçарса янипе Чăваш Республики аслă çар пĕлĕвĕ паракан çак учрежденипе тахçанах тачă çыхăну йĕркеленĕ. 2008 çултанпа унта пирĕн республикăри 43 çамрăк вĕренме кĕнĕ. Кăçал çар вертолетчикĕн профессине илнĕ 290 курсантран улттăшĕ — чăваш ачисем. Çитес кунсенче вĕсем Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне служба тивĕçĕсене пурнăçлама тухса кайĕç. Пурнăçăн анлă çулĕпе утма хатĕрленекенсене Михаил Игнатьев ырă сунчĕ:

— Эсир пуриншĕн те çутă тĕслĕх. Уйрăмах ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене çакăн пек маттур ачасене ÿстернĕшĕн тав тăватăп. Сирĕн умра пурнăçăн анлă алăкĕсем уçăлаççĕ: хăвăрăн ăсталăха кăтартма майсем çителĕклех пулĕç.

Çамрăк офицерсем академире иртнĕ кунсене аса илчĕç, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă çынсене тав турĕç.

— Шкул пĕтернĕ хыççăн ăçта вĕренме каясси пирки нимĕн те пĕлмен. Геннадий Петрович ирттерекен акци /сăмах май, Г.Матвеев тăрăшнипе çулсерен Чăваш Енри шкул ачисене Сызраньти çар академине экскурсие илсе каяççĕ/ питĕ вăйлă пулăшрĕ, пире хамăрăн вăя шанма хăнăхтарчĕ, — терĕ Владивостока служба тивĕçĕсене пурнăçлама шăпа пÿрнĕ Марат Маркелов.

 

Комментари хушас