Металлург тутлă апат пĕçерет

20 Юпа, 2016

«Ӳссен эсĕ кам пулăн?» — çак ыйтăва Çĕнĕ Шупашкарта çитĕннĕ Александр Ванерке тантăшĕсенчен яланах расна хуравланă. Ытти арçын ача пек вăл космоса вĕçме, танка е самолета ларса çак "тимĕр утсене" парăнтарма ĕмĕтленмен. Унăн апат пĕçерес килнĕ — хăйĕн тата çывăх çыннисем валли кăна мар. Каччă профессионал повар пулма талпăннă.

Малтан — Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкулта, каярах 2-мĕш лицейра вĕреннĕ яш техникумра ăс пухса тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме хăнăхас ĕмĕтпе çунатланнă. Анчах ашшĕ-амăшĕ ывăлне аслă пĕлӳ илме хистенĕ. Шкулта лайăх вĕренни харама ан кайтăр тенĕ пулинех...

Александр аслисен кăмăлне тивĕçтерсе Мускаври аслă вĕренӳ заведенине çул тытнă. «МИСиС» наци тĕпчев технологи университечĕн студентне малтанласа çĕршывăн тĕп хулинчи пурнăç килĕшнĕ. Аслă шкулта металлурга вĕренекен каччă преподавательсем каласа кăтартнине ăса хывма ăнтăлнă. Анчах чунĕ тимĕр-тăмăр енне тем тесен те туртăнман. Кастрюль, чашăк-тирĕк кăсăклантарнă-ха ăна, анчах тимĕр шăратас килмен. Виççĕмĕш курса çитсен каччă технологи университечĕ ун валли маррине пуçĕпех ăнланнă. Технологи уншăн пач ют пулнă теме çук. Анчах урăххи, апат пĕçермелли технологи интереслентернĕ ăна. Çур çулта чарăнма хăнăхман каччă кăмăл-туйăмне хытарса малаллах талпăннă. Кĕçех Александр "Росатома" IP-специалиста вырнаçнă. Унта ĕçленĕ чухне вăл пушă вăхăтра апат пĕçерме вĕрентекен ăсталăх класĕсене çӳренĕ.  Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.