Мечĕк варти пепкене те хăратнă

17 Утă, 2017

Çулла урамран кĕрес те килмест. Шупашкарти Наталья Крыловăпа амăшĕ Людмила Валерьевна та сулхăна тухса ларнă. Çурт картишне пуçтарăнакан пĕлĕшĕсемпе кулленхи пурнăçа сÿтсе яваççĕ вĕсем. Акă нумаях пулмасть хулари çамрăк инвалидсемпе пĕрле цирка кайса килнине пурне те каласа кăтартнă. Дивеевăра сиплĕ шывпа çăвăнни те, çут çанталăкра шашлăк хатĕрлени те, куравсемпе паллашни те — асран тухман самантсем. Кÿмере ларнине пăхмасăрах тĕнче курса çÿреме ăнтăлни çакăнтанах курăнать. Килте Наташа кĕнеке вулама юратать. Унти ĕç-пуç питех те кăсăклă уншăн. Юлташсемпе Интернет урлă хутшăнасси те чун киленĕçне çаврăннă. Çамрăкшăн вĕсемпе тĕл пулса пĕр чĕлхе тупни те пĕлтерĕшлĕ.

Наталья Крылова 6 уйăхрах ДЦП диагнозпа çуралнă. 1 килограмм та 400 грамм кăна тайнă вăл. «Урамра футбол мечĕкĕпе хырăмран лектернĕ хыççăн тĕпренчĕкĕм çут тĕнчене васкаса килчĕ. Çав самантра хам та, варти пепке те хытă хăранине каласа хăвармалла. Тĕрĕссипе, Наташăна çак туйăма çĕнтермешкĕн çаплипех йывăр. Вăл ури çине тăрсан та ÿкесрен шикленет», — чунне уçать Людмила Валерьевна. Кĕçĕн хĕрĕ пĕчĕк чухне тăтăш чирленине, унпа больницăра пĕр вĕçĕм сипленнине аса илчĕ хĕрарăм. Сусăр мăнукне кукамăшĕ Зоя Герасимова пăхма пулăшнă. Крыловсен аслă хĕрĕ Елена та хăйне йăмăкĕшĕн яваплă туйни иккĕлентермест. Халĕ Мускавра çемйипе пурăнать вăл. Тăванĕсем патне хăнана килсе çÿрет. Амăшĕпе йăмăкне тинтерех йытă парнеленĕ Елена. Çăмламас Мишкăна йĕри-таврари ачасем чарăнсах ачашлаççĕ. Хăйне тимлĕх уйăрнине хăнăхнăскер пурне те хапăл.

Наташа килте вĕренсе аттестат илнĕ. Маларах психолог пулас ĕмĕтпе те çунатланнă вăл. Халĕ кирек мĕнле ĕçе вырнаçас шухăшпа пурăнать. Паллах, пенси кăна мар, шалу та илсе курас килет унăн.

Эпир тĕл пулнă чухне Наташăн кăмăлĕ ытти чухнехинчен те çĕкленÿллĕрех пек туйăнчĕ. Çак эрнере унăн çуралнă кунне паллă тума хатĕрленеççĕ иккен. Хăнасем кĕç-вĕç килсе çитмелле. Паллă çав кун Людмила Валерьевна ир-ирех, 4 сехетре, чуста çăрасшăн. Ытти чухнехи пекех сĕтел тулли апат янтăлама палăртнă кил хуçи хĕрарăмĕ. Амăшне Наташа та пулăшĕ. Саламламашкăн чи малтан килекен асламăшне вĕри кукăльпе кĕтсе илесшĕн мăнукĕ.

Кăçалхи çумăрлă çанталăкра ытти çулти пек çурт картишĕнчи теннис сĕтелĕ хушшинче ĕçсе çиме шикленеççĕ Крыловсем. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.