Марина Карягина сӑввисем Стамбулта тата Кипрта пичетленнĕ

7 Çу, 2019

Стамбулти тата Кипрти журналсенче Чăваш Енри хальхи вăхăтри паллă поэтăн, драматургăн, тележурналистăн, Марина Карягинăн, сӑввисем пичетленсе тухнă. "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине автор пĕлтернĕ тăрăх, сăвăсене Нурдуран Думан поэтесса куçарнă, Турцинче тĕпленнĕ чăваш хĕрĕ Надина Джавадова йĕркепĕрлĕх хатĕрленĕ.

Марина Карягинăн илемлĕ сăввисем Турцинчи "Сёзджÿклер" (Сӑмахсем) тата Кипрти "Учсуз" (Вӗҫӗ-хӗррисӗр) журналсенче пичетленнĕ.

Надина Джавадова, сăмах май, Любовь Мартянован икӗ сӑввине куҫарса панă. Журнала кăларакансем вĕсене килĕштернĕ тата ярса пама ыйтнă. Апла пулсан çывăх вăхăтра тата тепĕр поэтăн пултарулăхĕпе те ют çĕршывсенче паллашма май килĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Надина ДЖАВАДОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Рубрика: 

Комментари хушас