Мăнаçлă юман тымарĕсем

19 Кăрлач, 2018

Чăваш пичечĕн кунĕ çывхарса килет. 112 çул каялла Николай Никольский пуçарăвĕпе кун çути курнă «Хыпар» — çав уяв никĕслевçи. Çак тапхăрта чылай хаçат тухма пуçласа пăчланса ларма та ĕлкĕрнĕ, «Хыпар» вара, мăнаçлă юман пек, саманан тĕрлĕ пăтрашăнăвне тÿсĕмлĕ чăтса ирттерсе хăйĕн йышлă çемйипе малаллах талпăнать.

«Хыпар» сăпки — Хусан

Республикăри пилĕк пин ытла çемьене пырса тăракан «Хыпар» хаçатăн «çĕлĕкĕ» айне çапла çырнă: «1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче тухма тытăннă. Никĕслевçи — Н.В.Никольский».

Хусан хулинчи Чернышевский урамĕнчи 5-мĕш çуртра кун çути курма пуçланă хаçатăн шăпи этемĕнни пекех кăсăклă та питĕ тертлĕ килсе тухнă. Мĕн хистенĕ-ха Купăрля çыннине Николай Никольские çак йывăр ĕçе кÿлĕнме? «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕнчех хăйĕн шухăшне çапларах палăртнă: «Чăвашсем нумайăшĕ: «пире чăвашла хаçат кирлĕ, мĕншĕн тесен эпир вырăсла пĕлместпĕр, вырăслине вуласан та ăнланмастпăр», — теççĕ. Тата: «тĕнчере мĕн-мĕн пулнине чăвашла хаçат тăрăх пĕлесчĕ» теекен те пур. Çапла ĕнтĕ чăвашсем хăйсемех чăвашла хаçатшăн çунаççĕ. <...> ». <...>

Ентешĕмĕрĕн ырă ĕмĕтне халăх патне çитерме пулăшакансем пулнă. Чĕмпĕрти Иван Яковлев шкулĕнче пĕлÿ илнĕ çамрăксем Даниил Филимонов, Тарас Кириллов, Андрей Петров, Яким Иванов, Алексей Рекеев тата ыттисем «Хыпар» кăларас ĕçе уйрăмах хастар хутшăннă. <...>

Хаçатăн çутă çăлтăрĕсем

Чăваш халăхĕн хаçатĕнче ĕçлеме пÿрни — телей. <...> Николай Никольские тав туса, асра тытса Хыпарçăсем унăн тăван Купăрля ялĕнче, Хусанти ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă Ар масарĕнчи вил тăприйĕ çинче темиçе те пулнă. Хама илес тĕк — чăваш халăх хаçачĕн ытти редакторĕсене — Сергей Кириллова, Сидор Игнатьева, Павел Алексеева, Василий Иванова, Алексей Прокопьева, Андрей Васильева, Семен Михайлова, Александр Лбова, Агафья Гавриловăна, Архип Лукина, Николай Золотова, Платон Львова, Григорий Алендеева, Василий Дмитриева, Роман Малютина… — кĕнекесем, хаçатăн кивĕ номерĕсем тăрăх кăна пĕлетĕп. Михаил Якимов, Демьян Семенов, Аркадий Казанов /вĕсем те текех пирĕн хушăра çук ĕнтĕ/, Алексей Леонтьев редакторсемпе юнашар ĕçлеме шăпа пÿрнĕ. <...>

Вĕсемпе юнашар ĕçленĕ

Демьян Семенов çинчен тĕплĕн каласа кăтартас тăк хаçат номерĕ те çитес çук. Пурăннă пулсан кăçал 80 çул тултармаллаччĕ, шел, икĕ çул каялла яланлăхах уйрăлса кайрĕ. «Коммунизм ялавне» вăл 1959 çулта килнĕ. <...> Кунта вăл литсотрудникран пай пуçлăхĕ таран çĕкленнĕ. 1973 çултан пуçласа 1988 çулхи утă уйăхĕччен хаçат редакторĕ пулнă. Унтан КПСС Чăваш обкомĕн секретарĕнче, ЧР Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ĕçленĕ. Общество тивĕçĕсене асăнса пĕтерме те çук: çирĕм çул ытла КПСС парти обкомĕн бюро членĕ, ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ, 11 çул — ЧР Журналистсен союзĕн председателĕн çумĕ, 4 çул — союз председателĕ тата ытти те.

Унăн çынлăхĕнчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Вăл сасă хăпартса калаçнине нихăçан та илтмен. Кирек кама та — журналист-и вăл е машинистка, водитель-и е корректор — ăнланма, пулăшма тăрăшатчĕ. <...>

Ытти редакцире ĕçлекен пикесем пире ăмсанатчĕç те:«Сирĕн редакторăр çине пăхса тăранмалла мар», — тетчĕç. Чăнах та, питĕ хитреччĕ Демьян Филиппович. Çав илĕртÿлĕхе ватăлсан та çухатмарĕ. <...>

Аркадий Казанова та ырăпа кăна аса илетпĕр. Вăрмар районĕнчи Пинерте кун çути курнăскер 1969 çулта «Коммунизм ялавĕнче» ĕçлеме пуçличчен Вăрмар районĕнчи, унтан Канашри пĕрлештернĕ хаçатсенче вăй хунă. Аркадий Петрович республика шайĕнчи кăларăмра аслă корреспондент, пай пуçлăхĕ, редактор çумĕ пулнă. 1988-1991 çулсенче редакторта ĕçленĕ. Ĕçтешĕмĕр илемлĕ литературăра та тарăн йĕр хăварнă, «Ачалăх сукмакĕсем», «Чун йыхравĕ», «Ир ларнă хĕл», «Кашкăр уртиллĕ этем кĕрчĕ», «Ватă Йăмра вилĕмĕ», «Каçхи мĕлке», «Тĕнче ытамĕ сарлака» тата ытти кĕнеке авторĕ. <...>

Аркадий Петрович, Демьян Филиппович пекех, хăйĕн пурнăçĕнче пĕр çынна кăна мар, шăнана та кÿрентермен пулĕ.<...> 

Алăри сăн ÿкерчĕксем

«Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçат коллективĕн тĕрлĕ çулти сăн ÿкерчĕкĕсене алла тытатăп. Акă пĕри, ăна 37 çул каялла, Болдинăна экскурсие кайсан ÿкернĕ, аслă поэтăмăрпа çыхăннă вырăнсене, хамăн ĕçтешсене тунсăхлăн аса илтерет. Акă Сергей Полкачев, Александр Аслут, Иван Борискин журналистсем мăшăрĕсемпе тăраççĕ, Иван Владимиров художник Пушкинăн юратнă кĕтесне киленсе тинкерет. Текех çук ĕнтĕ вĕсем пирĕн хушăра.

Акă тата 1985 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчи сăн ÿкерчĕк. Виçĕ ăру — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, вĕсен ачисем тата мăнукĕсем — унта. Михаил Якимов, Николай Кадикин, Мария Матвиенко, Владимир Петров, Петр Юткин, Илья Алтын-Баш, Трофим Майоров, ыттисен кăкăрĕ çинче — орден-медаль. Вĕсем Тăван çĕршывăн вăрçине хутшăнса нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Халĕ чăваш журналисчĕсенчен пĕртен-пĕр Анатолий Семенов ветеран çеç пурăнать. <...> Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.