Надежда СМИРНОВА. 1985 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчи сăн ÿкерчĕк

19 Кăрлач, 2018

Мăнаçлă юман тымарĕсем

Чăваш пичечĕн кунĕ çывхарса килет. 112 çул каялла Николай Никольский пуçарăвĕпе кун çути курнă «Хыпар» — çав уяв никĕслевçи. Çак тапхăрта чылай хаçат тухма пуçласа пăчланса ларма та ĕлкĕрнĕ, «Хыпар» вара, мăнаçлă юман пек, саманан тĕрлĕ пăтрашăнăвне тÿсĕмлĕ чăтса ирттерсе хăйĕн йышлă çемйипе малаллах талпăнать.

«Хыпар» сăпки — Хусан