Лайăххи нумай. Çитменлĕх те сахал мар
Етĕрне районĕнчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, ĕç коллективĕсен представителĕсем паян кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çулталăк каяллахипе танлаштарсан социаллă пурнăçпа экономика еплерех аталаннине тата иккĕмĕш çур çулти тĕллевсене тишкерчĕç.
Канашлу кун йĕркинчи ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов доклад турĕ. Организацисен укçа-тенкĕ тата вак суту-илÿ çаврăнăшĕ — 101,4% тата 103,8%, промышленноç таварĕсен калăпăшĕ 105,6% /кунта пĕчĕк бизнес кăтартăвне кĕртмен/ танлашнă, предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ 5% хушăннă.
Район хăйĕн вăйĕпе 58,5 млн тенкĕ е пĕлтĕрхи асăннă тапхăртинчен 12,9% сахалрах ĕçлесе илнĕ. Бюджетăн тупăшсен пайĕнче Етĕрнесем туса илекен тÿпе 28,7% танлашать. Ытти шайри бюджетсенчен унта 145,3 млн тенкĕ — çулталăк каяллахинчен 6,8% нумайрах — куçарнă. Налуксем 43,2% ытларах пухнă. Пĕрлехи бюджетăн тăкаксен пайне 215,8 млн тенкĕлĕх — кăçал планра пăхнин 45,1% чухлĕ — пурнăçланă.
Пĕтĕмĕшле илсен экономика ÿсĕмне кăтартакан цифра чылай илсе кăтартрĕ докладçă. Организацисенче тăрăшакансен кашни уйăхри шалăвĕ 18775,7 тенкĕпе танлашнă. Ĕçе вырнаçтаракан центрта 56-ăн çеç шутра тăнă /2016 çулхи çур çулта — 69/. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев цифра кăштах пĕчĕкленнĕрен савăнмалла мар терĕ. Мĕншĕн тесен центра учета илмен ĕçсĕр çын пайтах.
Çынсен социаллă ыйтăвĕсене татса парассипе, вăл е ку предприяти умĕнчи ĕçсене пурнăçа кĕртессипе туса çитерменни те çиеле тухрĕ. Ял хуçалăх производствин индексĕ 95,9% пулнă — кăтартăва пĕчĕклетнĕ.
ЧР Пуçлăхĕ ял хуçалăх организацийĕсем аш тата сĕт туса илессине докладра асăннинчен чылай нумайрах чакарнине, çавна пула ĕçлекенсен ĕç укçи пĕчĕкленессине палăртрĕ.
Михаил Игнатьев пурăнмалли çуртсем тăвассипе Етĕрнесем кăтартăва вăйлах начарлатнине палăртрĕ. Хваттер хуçисен коммуналлă хуçалăхсен умĕнчи пĕтĕм парăмĕ — 20 млн, вăл шутра темиçе уйăх тÿлеменрен пухăнни 7 млн яхăн тенкĕ. А.Софронов харпăрлăхçăсен парăмĕсене шыраттарса илессипе çине тăрса ĕçлеме шантарчĕ.
ЧР Пуçлăхĕ ял-хулана тирпей-илем кĕртессине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Хытă каяша вăхăтра пухса полигона ăсатмалла, автоçулсен хĕрринчи, çынсем пурăнакан вырăнсенчи çум курăка çийĕнчех çулмалла. М.Игнатьев этеме пысăк сиен кÿме пултаракан наркăмăшлă пултăрана пĕтерме ыйтрĕ.
Пухура çавăн пекех ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова, ЧР предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ Александр Рыбаков, ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Ольга Ланцова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов тухса калаçрĕç.
Михаил Игнатьев канашлăва пĕтĕмлетсе социаллă ыйтусене татса парассишĕн, экономикăна ÿсĕмлĕн аталантарассишĕн çынсен тĕрлĕ сийĕсен вăйне пĕрлештерме чĕнсе каларĕ.
Комментари хушас