Курăнмаççĕ, тапăнмаççĕ – вăрлаççĕ...
Курăнмасăр-тумасăрах — Интернет, телефон урлă, банк карточки çинчен — çынсен укçине вăрлакансем полицие тарăхтарсах çитернĕ пулас. Ахальтен мар ЧР ШĔМĕн Общество канашĕн ларăвне те ку хутĕнче шăпах ултавлă çавнашкал тĕслĕхсене сÿтсе явассине халалларĕç. Тĕлпулăва Финанс, Ĕçлев министерствисен, карас çыхăнăвĕн операторĕсен, банксен представителĕсене те чĕннĕ.
Общество канашĕн председателĕ Валерий Андреев палăртнă тăрăх — лару-тăру чăннипех çивĕч: асăннă йышши ултавлă тĕслĕхсен шучĕ пĕлтĕр 200% ÿснĕ. Укçа çухатасран никам та сыхланаймасть: ватăсем те улталанаççĕ, аслă пĕлÿллĕ вăй питти çынсем те çухату тÿсеççĕ. Мĕн тумалла? Малалла вулас...
Комментари хушас