Кун йĕркинче — сыхлăх тата тирпейлĕх
Вăрмансенчи пушарсемпе çыхăннă лару-тăру Ульяновск, Чулхула облаçĕсенче, Мари Элта, Мордовире питĕ çивĕч. Атăлçи округĕнчи регионсенчен кăçал хальлĕхе Тутарстанпа Чăваш Енре кăна вăрмансем пĕрре те çунман. Апла пулин те Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура шăрăх та типĕ çанталăка кура самантлăха та лăпланма юраманни, сыхлăх пысăк пулмалли пирки хытарсах каларĕ.
Вăрмансемпе çыхăннă калаçу йывăç лартасссипе çыхăннă ĕçсене мĕнле пурнăçланине тишкернипе сăлтавланчĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Ефремов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вăрмансене çĕнетес-чĕртес ĕçсене 695,5 гектар çинче пурнăçламалла. Çакăн валли федераци бюджетĕнчен 69,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çуркуннехи плана туллин тÿрре кăларнă — 473 гектар ытла лаптăкра хунавсем çитĕнеççĕ ĕнтĕ. Кĕркуннехи ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе те иккĕленÿ çук. Михаил Игнатьев çамрăк хунавсене пăхса тăмалли пирки каларĕ, паянхи шăрăхра вĕсем хăрасран пушшех асăрханмалла – унсăрăн ĕçлени харама каясси те часах.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас