Куçа илĕртекенни пахалăхлă-и?

Юлташсен аслă хĕрĕ 4 çул тултарчĕ. Юратнă тĕпренчĕкĕн çуралнă кунне паллă тумашкăн пире те чĕнчĕç. Мĕн парнелемелле ăна? Çи-пуç илсе парас — уншăн питех савăнмĕ вăл. Паллах, теттепе ачан кăмăлне тупма пулать. Анчах хăшне суйламалла? Çак ыйту, ахăртнех, пур ашшĕ-амăшне те кăсăклантарать.

Лавккара сехечĕ-сехечĕпех çÿреме пулать. Те «калаçакан» çемçе тетте, те пазл, те ăс-тăна аталантаракан урăх вăйă илмелле? Йÿннине куç хывмалла мар — çакна тахçанах ăса хывнă. Китайра кăларнăскер çийĕнчех çĕмĕрĕлĕ. Сăмахран, тухса ÿкнĕ машина урапине каялла лартма çук. Темиçе çул каялла юла майлă çаврăнса вĕçекен пуканене хытă рекламăларĕç. Эпир те 600 тенкĕпе туянтăмăр ăна. Икĕ-виçĕ кунранах юрăхсăра тухрĕ вăл. Çынсенчен кая юлас мар тесе ачасене вылямалли телефон та илсе панă. Унпа та нумай усă курайман. Куçа илĕртекен тетте пахалăхĕ тивĕçтерменни çинчен вĕçĕ-хĕррисĕр калаçма пулать.

Арçын ачасем конструктор çÿлĕкĕ патĕнчен кайма пĕлмеççĕ. 1 пин тенке яхăн е ытларах тÿлесе илмелли, ахăртнех, сывлăха сиен кÿмест. Анчах пур ашшĕ-амăшĕ те пĕчĕк курупкăшăн çавăн чухлĕ укçа кăларса параймасть. Ирĕксĕрех йÿнĕреххине туянма тивет. Унран вара сăмсана çуракан шăршă кĕрет.

Ача чухне тантăш патне хăнана кайсан мозаика курнăччĕ. Унпа тĕрлĕ эреш, чечек пуçтарма çав тери килĕшнĕччĕ мана. Çакна аса илсе мозаика шырарăм. Вăл тем тĕрли те пур. Пĕчĕк чăматана чикнĕскерне, сăмахран, 500 тенкĕпе илме пулать.

Кашни ачан юратнă тетте пур. Шкула кайма пуçличчен магнит лашаллă вăйă илсе панăччĕ. Темиçе юмах сăнарĕсене пĕр ушкăна пуçтарма пулăшатчĕ вăл. Йăлтах тĕрĕс пĕлсен лаша чĕвен тăратчĕ. Ун чухне çакă та тĕлĕнтернĕ.

Тетте историйĕ çав тери анлă. Чи малтанхисене çутçанталăк хатĕрĕсенчен — чулран, патакран, тăмран — ăсталанă. Авалхи Грецире тата Авалхи Римра ачасем ăвăс пуканепе вылянă. Грецире çитĕнсе çитнĕ çамрăксен Пÿлĕхçе тетте парнелемелли йăла пулнă. Туя хатĕрленекен хĕр, ача ÿсĕмĕнчен тухнине çирĕплетсе, хăйĕн пуканисене чиркĕве пырса панă.

Цивилизацин технологи процессĕ теттене те витĕм кÿни куç кĕрет. Малтан ăна алă вĕççĕн хатĕрленĕ пулсан, халĕ пысăк калăпăшпа тавар кăларакан тетте завочĕсем ĕçлеççĕ.

Тетте улшăнса пынине пукане тĕслĕхĕпе пăхар. Авалхисене, сăмахран, йывăçран касса кăларнă е курăкран çыхнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнчисем «анне» теме пĕлнĕ. Паянхисем вара тĕрлĕ япалана палласа илеççĕ, хуçин сассине уйăраççĕ.

Раççейре мечĕк малтанхи теттесенчен пĕри пулнине палăртса хăварас килет. Ăна пусмаран ăсталанă, шала шăнкăрав чикнĕ.

Ĕлĕк патша çемйинче çулталăк тултаракан арçын ачана йĕнерлĕ, йĕвенлĕ йывăç лаша парнеленĕ. Каярах ун валли параппан, ялав, ухă, мечĕк... илнĕ.

Патша хĕрĕсем пуканепе вылянă. Тетте валли кравать, вырăн таврашĕ, çи-пуç илсе панă. Хальхи лавккара та пуканене саркаланмалли çурт таранчченех сутаççĕ.

Нумай çĕршывра тетте музейĕ уçăлнă. Чи малтанхи Германири Зоннебергра 1901 çултанпа ĕçлет.

Раççейре 1918 çултанпа тетте музейĕ пур. 1931 çулта ăна Мускавран Сергиев Посада куçарнă. 2005 çулта Санкт-Петербургра та çакнашкал музей уçăлнă, вăл уйрăм çын аллинче.

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 5-мĕшĕччен республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ ача-пăча таварĕн ыйтăвĕсем тавра «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Çак вăхăтра 36 çын шăнкăравланă. Тавар туянакансем сутуçăсем ача-пăча япалисен /çав шутра тетте те/ сертификатне кăтартманшăн кăмăлсăр. Пахалăхсăр хатĕре каялла йышăнманни çинчен те каланă, пулăшма ыйтнă. 4-шне шкул çи-пуçĕн пахалăхĕ тивĕçтермен. Пĕчĕккисен пушмакĕ хăвăртах юрăхсăра тухни те нумайăшне пăшăрхантарать. «2 пинли килĕшмесен 5-пе кайса илĕр», — сутуçăсем çапла каланине хам та пĕрре мар илтнĕ.

Тем тесен те ача-пăча валли пахалăхлă япала илес килет: укçа та çилпе ан вĕçтĕр, сывлăх та ан хавшатăр

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.