Костромана: Байкала çитеççĕ… сăмахпа кăна

15 Нарăс, 2018

Шел те, ашшĕсем тăван тĕпренчĕкĕсене хăйсен ирĕкĕпе укçа-тенкĕпе тивĕçтересшĕн маррине кулленех куратпăр. Ачи мĕн çини-тăхăнни, мĕнле пурăнни, вĕренни пирки пачах шухăшламаççĕ. Чылайăшĕ алимент укçипе арăмĕ усă курасран шикленет. Мăшăрне тавăрас тесе юриех тÿлеменнисем те нумай.

Ниçта та вăй хуман е официаллă майпа ĕçлеменнисенчен алимент мĕнле шыраса илмелле? Парăм уйăхсеренех ÿссех пырать-çке. Нарăсăн 12-мĕшĕнче федераци службин Чăваш Енри управленийĕн Шупашкар районĕнчи суд приставĕсен уйрăмĕн ĕçченĕсемпе рейда тухрăм, ачисен умĕнче парăма кĕнĕ ашшĕсемпе мĕнле ĕçленине куртăм.
 

Пограничниксен уявне кĕтет

Пай пуçлăхĕн çумĕпе Андрей Прокопьевпа Сергей Самков, Эдуард Смаев приставсемпе Ишек ял тăрăхне çул тытрăмăр. Чи малтан Хура Çырмари О. патне кĕтĕмĕр. Вăл ашшĕпе тата амăшĕпе пурăнать. Алимент тÿлеменнисене килте тытма йывăр. Вĕсем хăйсем тĕллĕн суд приставĕсем патне ура ярса пусмаççĕ, телефон тытмаççĕ, чылайăшĕн мобильник çук. Приставсем тĕлĕнме пăрахнă: парăма кĕнисенчен темĕн те кĕтсе илме пулать: е шкапра, витере пытанаççĕ, е нÿхрепе чăмаççĕ... Телее, О. килтехчĕ, диван çинче телевизор чип-чипер курса ларатчĕ. Унăн парăмĕ — 700 пин тенкĕ ытла. Хăй каланă тăрăх, Кÿкеçре сварщике вĕренекен ывăлне нумай пулмасть 5 пин тенкĕ панă, ан-чах çакна ĕнентермешкĕн расписка илмен. Икĕ эрне каялла — 1 пин тенкĕ, маларах 500 тенкĕ тыттарнă имĕш. Нухрата ăна пенси илнĕ хыççăн амăшĕ панă. О. кĕркунне пĕлĕшĕсемпе Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Ĕç килĕшĕвне те алă пуснă. 45 кун тар тăкнăскерĕн шалăвĕ — 58 пин тенкĕ. Анчах çав укçан пĕр пусне те тÿлемен. Халĕ ăна вăл суд урлă шыраса илесшĕн. «Ывăла водитель прави илме пулăшма сăмах панăччĕ, май килмерĕ, хама аван мар ун умĕнче», — терĕ вăл. О. — ăста сварщик. Кирек ăçта та ĕç тупма пултарать. Пĕр вăхăт çывăхри организацире вăй хунă, анчах кунта шалу тивĕçтермен ăна. Çар тивĕçне пограничник пулса пурнăçланăскер çу уйăхĕн 28- мĕшĕ çитмесĕр алла черкке тытмастăп тесе шантарчĕ. Уншăн кунтан пысăк уяв çук. Мăшăрĕпе çулталăк пурăннă хыççăнах уйрăлнă арçын. Пурнăçĕ çапла килсе тухнăшăн, ун шухăшĕпе, пĕтĕмпех хĕрарăм айăплă. «Эрех ĕçместĕп, картишре юр хыратăп, выльăх пăхатăп…» — калаçрĕ вăл лăпкăн. Алимент тÿлеменшĕн ăна 4 хут судпа айăпланă, анчах кирпĕч шутлама ăсатман. Хальхинче суд приставĕсен унăн пур-çук пурлăхне арестлеме тиврĕ.

Хура Çырмаран Ишекелле çул тытрăмăр. С. килтехчĕ, картишĕнче выльăх пăхатчĕ. Вăл нумай пулмасть ĕçсĕр юлнă. Тĕрĕссипе, хăй пăрахса кайнă. Хальччен кашни уйăхрах вăхăтра алимент тÿленĕ-ха, хулара пурăнакан 6-ри ывăлĕ патне нихăçан та пушă алăпа кайман. Çĕнĕ çул умĕн те, кăçал та уйрăлнă арăмне укçа куçарса панă. Мăшăрĕ пулнăскерĕн малтанхи упăшкинчен çуралнă ывăлне те кÿрентерес мар тесе яланах парнесемпе савăнтарать. «Ача-çке, ăна мĕнле уйăрса хăварăн?» — терĕ вăл. Арăмĕ яла кăмăлламан, С.-ăн вара хулана пурăнма каяс килмен. Ăнлану çукки уйрăлу патне илсе çитернĕ. С. килĕнче ватă амăшĕпе пурăнать. Текех авланас шухăшлă мар. Приставсем ăна çитес вăхăтрах ĕçпе тивĕçтерекен центра çитме хут парса хăварчĕç.

Парăмлă тепĕр С. килте пулмарĕ, пÿрт алăкне урам енчен хулăпа çаклатса хăварнăччĕ. Кун пек чухне ял çыннисенчен çеç ыйтмалла — вĕсем йăлтах пĕлеççĕ. С. виçĕ уйăх Ишекре курăнман-мĕн. Ăçта çÿрет, хăçан килет, алимент епле татать? Паллă мар.

«Каçхи лĕпĕш» йĕрĕ çине ÿкеймен

Приставсем çак ялти А.-на çулталăк çурă каяллах шырама тытăннă. Вăл 5 тата 7 çулсенчи икĕ ывăлне упăшкипе пăрахса хăварнă хыççăн йĕп пек çухалнă, тĕпренчĕкĕсене пачах та пырса курман. Мăшăрĕ ачисемпе Вăрăмту ялĕнче пурăнать, ĕçлет. Арçын ачасене асламăшĕ пăхма пулăшать. А. Ишекре ашшĕ-амăшĕн çуртĕнче пропискăра тăрать. Кил умне юртан тасатманччĕ. Ун çийĕн сукмак асăрхарăмăр, апла тăк çак кунсенче çын кĕрсе тухнах унта. Йăнăшмарăмăр: кÿршĕ хĕрарăмĕ каланă тăрăх, А. ялта виçĕ эрне каялла пурăнса кайнă, ун патĕнче çĕр каçнă, пĕрле эрех ĕçнĕ. Ачусене мĕншĕн кайса курмастăн тесен: «Мана манса кайнă ĕнтĕ вĕсем», — ним пулман пек хуравланă хĕрарăм. Хăй ăçта, кампа пурăннине пĕлтермен.

Ял çыннисем каланă тăрăх, А. ялта нумаях пурăнман, ăна илме хĕрлĕ машинăпа пĕр арçын килнĕ. «Каçхи лĕпĕше» çул çинче тăнине те пĕрре мар асăрханă иккен, пĕррехинче полици аллине те çакланнă вăл, анчах та приставсем ун йĕрĕ çине хальлĕхе ÿкеймен-ха. Кĕркунне çине тăрсах шыранă ăна. Рейда тухмассерен хĕрарăмăн çемьепе ÿкнĕ сăн ÿкерчĕкне те пĕрлех чиксе çÿреççĕ. Приставсене систернĕ: А.-на хĕлле çул çинче мар, саунăра тытма пулать-мĕн. Шупашкарта миçе сауна-ши? Вĕсене ăçтан тĕрĕслесе çитерĕн? А. пек амăшĕсем Шупашкар районĕнче татах пур-мĕн. Вĕсене те явап тыттарайман-ха.

Çирĕп режимлă колонире 8 çул ларса тухнă çак ялти А. та килте пулмарĕ, юлташĕсем ăна Байкал тăрăхне ĕçлеме тухса кайнă терĕç. Ĕненмеллех-ши? Укçа-тенкĕпе таврăнаять-ши? Тем пекехчĕ те.

Кăшавăш ялĕнчи С. хваттерте пурăнать. Ăна та килте тытаймарăмăр, ĕçе кайнă-мĕн.

Дальнобойщикăн «арăм» нумай

Мăналти Н.-на та тĕл пулаймарăмăр, шаккасан-шаккасан хапха алăкне амăшĕ уçрĕ. Ывăлĕ Костромана кайни пирки пĕлтерчĕ. Ĕненмерĕмĕр, кĕрсех тĕрĕслерĕмĕр. Арçын пушмакĕ, тумтирĕ курăнмарĕ. Хĕрарăм хĕрес хурсах ывăлĕ килте маррине ĕнентерме тăрăшрĕ. Унăн юлташне А.-на та курма май килмерĕ. Вăл çак çуртра çĕр каçкалать-мĕн, эпир çитиччен çеç тухса кайма ĕлкĕрнĕ.

Шел те, ашшĕсем тăван тĕпренчĕкĕсене хăйсен ирĕкĕпе укçа-тенкĕпе тивĕçтересшĕн маррине кулленех куратпăр. Ачи мĕн çини-тăхăнни, мĕнле пурăнни, вĕренни пирки пачах шухăшламаççĕ. Чылайăшĕ алимент укçипе арăмĕ усă курасран шикленет. Мăшăрне тавăрас тесе юриех тÿлеменнисем те нумай.

Ниçта та вăй хуман е официаллă майпа ĕçлеменнисенчен алимент мĕнле шыраса илмелле? Парăм уйăхсеренех ÿссех пырать-çке. Нарăсăн 12-мĕшĕнче федераци службин Чăваш Енри управленийĕн Шупашкар районĕнчи суд приставĕсен уйрăмĕн ĕçченĕсемпе рейда тухрăм, ачисен умĕнче парăма кĕнĕ ашшĕсемпе мĕнле ĕçленине куртăм.

Пограничниксен уявне кĕтет

Пай пуçлăхĕн çумĕпе Андрей Прокопьевпа Сергей Самков, Эдуард Смаев приставсемпе Ишек ял тăрăхне çул тытрăмăр. Чи малтан Хура Çырмари О. патне кĕтĕмĕр. Вăл ашшĕпе тата амăшĕпе пу-рăнать. Алимент тÿлеменнисене килте тытма йывăр. Вĕсем хăйсем тĕллĕн суд приставĕсем патне ура ярса пусмаççĕ, телефон тытмаççĕ, чылайăшĕн мобильник çук. Приставсем тĕлĕнме пăрахнă: парăма кĕнисенчен темĕн те кĕтсе илме пулать: е шкапра, витере пытанаççĕ, е нÿхрепе чăмаççĕ... Телее, О. килтехчĕ, диван çинче телевизор чип-чипер курса ларатчĕ. Унăн парăмĕ — 700 пин тенкĕ ытла. Хăй каланă тăрăх, Кÿкеçре сварщике вĕренекен ывăлне нумай пулмасть 5 пин тенкĕ панă, ан-чах çакна ĕнентермешкĕн расписка илмен. Икĕ эрне каялла — 1 пин тенкĕ, маларах 500 тенкĕ тыттарнă имĕш. Нухрата ăна пенси илнĕ хыççăн амăшĕ панă. О. кĕркунне пĕлĕшĕсемпе Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Ĕç килĕшĕвне те алă пуснă. 45 кун тар тăкнăскерĕн шалăвĕ — 58 пин тенкĕ. Анчах çав укçан пĕр пусне те тÿлемен. Халĕ ăна вăл суд урлă шыраса илесшĕн. «Ывăла водитель прави илме пулăшма сăмах панăччĕ, май килмерĕ, хама аван мар ун умĕнче», — терĕ вăл. О. — ăста сварщик. Кирек ăçта та ĕç тупма пултарать. Пĕр вăхăт çывăхри организацире вăй хунă, анчах кунта шалу тивĕçтермен ăна. Çар тивĕçне пограничник пулса пурнăçланăскер çу уйăхĕн 28- мĕшĕ çитмесĕр алла черкке тытмастăп тесе шантарчĕ. Уншăн кунтан пысăк уяв çук. Мăшăрĕпе çулталăк пурăннă хыççăнах уйрăлнă арçын. Пурнăçĕ çапла килсе тухнăшăн, ун шухăшĕпе, пĕтĕмпех хĕра-рăм айăплă. «Эрех ĕçместĕп, картишре юр хыратăп, выльăх пăхатăп…» — калаçрĕ вăл лăпкăн. Алимент тÿлеменшĕн ăна 4 хут судпа айăпланă, анчах кирпĕч шутлама ăсатман. Хальхинче суд приставĕсен унăн пур-çук пурлăхне арестлеме тиврĕ.

Хура Çырмаран Ишекелле çул тытрăмăр. С. килтехчĕ, картишĕнче выльăх пăхатчĕ. Вăл нумай пулмасть ĕçсĕр юлнă. Тĕрĕссипе, хăй пăрахса кайнă. Хальччен кашни уйăхрах вăхăтра алимент тÿленĕ-ха, хулара пурăнакан 6-ри ывăлĕ патне нихăçан та пушă алăпа кайман. Çĕнĕ çул умĕн те, кăçал та уйрăлнă арăмне укçа куçарса панă. Мăшăрĕ пулнăскерĕн малтанхи упăшкинчен çуралнă ывăлне те кÿрентерес мар тесе яланах парнесемпе савăнтарать. «Ача-çке, ăна мĕнле уйăрса хăварăн?» — терĕ вăл. Арăмĕ яла кăмăлламан, С.-ăн вара хулана пурăнма каяс килмен. Ăнлану çукки уйрăлу патне илсе çитернĕ. С. килĕнче ватă амăшĕпе пурăнать. Текех авланас шухăшлă мар. Приставсем ăна çитес вăхăтрах ĕçпе тивĕçтерекен центра çитме хут парса хăварчĕç.

Парăмлă тепĕр С. килте пулмарĕ, пÿрт алăкне урам енчен хулăпа çаклатса хăварнăччĕ. Кун пек чухне ял çыннисенчен çеç ыйтмалла — вĕсем йăлтах пĕлеççĕ. С. виçĕ уйăх Ишекре курăнман-мĕн. Ăçта çÿрет, хăçан килет, алимент епле татать? Паллă мар.

«Каçхи лĕпĕш» йĕрĕ çине ÿкеймен

Приставсем çак ялти А.-на çулталăк çурă каяллах шырама тытăннă. Вăл 5 тата 7 çулсенчи икĕ ывăлне упăшкипе пăрахса хăварнă хыççăн йĕп пек çухалнă, тĕпренчĕкĕсене пачах та пырса курман. Мăшăрĕ ачисемпе Вăрăмту ялĕнче пурăнать, ĕçлет. Арçын ачасене асламăшĕ пăхма пулăшать. А. Ишекре ашшĕ-амăшĕн çуртĕнче пропискăра тăрать. Кил умне юртан тасатманччĕ. Ун çийĕн сукмак асăрхарăмăр, апла тăк çак кунсенче çын кĕрсе тухнах унта. Йăнăшмарăмăр: кÿршĕ хĕрарăмĕ каланă тăрăх, А. ялта виçĕ эрне каялла пурăнса кайнă, ун патĕнче çĕр каçнă, пĕрле эрех ĕçнĕ. Ачусене мĕншĕн кайса курмастăн тесен: «Мана манса кайнă ĕнтĕ вĕсем», — ним пулман пек хуравланă хĕрарăм. Хăй ăçта, кампа пурăннине пĕлтермен.

Ял çыннисем каланă тăрăх, А. ялта нумаях пурăнман, ăна илме хĕрлĕ машинăпа пĕр арçын килнĕ. «Каçхи лĕпĕше» çул çинче тăнине те пĕрре мар асăрханă иккен, пĕррехинче полици аллине те çакланнă вăл, анчах та приставсем ун йĕрĕ çине хальлĕхе ÿкеймен-ха. Кĕркунне çине тăрсах шыранă ăна. Рейда тухмассерен хĕрарăмăн çемьепе ÿкнĕ сăн ÿкерчĕкне те пĕрлех чиксе çÿреççĕ. Приставсене систернĕ: А.-на хĕлле çул çинче мар, саунăра тытма пулать-мĕн. Шупашкарта миçе сауна-ши? Вĕсене ăçтан тĕрĕслесе çитерĕн? А. пек амăшĕсем Шупашкар районĕнче татах пур-мĕн. Вĕсене те явап тыттарайман-ха.

Çирĕп режимлă колонире 8 çул ларса тухнă çак ялти А. та килте пулмарĕ, юлташĕсем ăна Байкал тăрăхне ĕçлеме тухса кайнă терĕç. Ĕненмеллех-ши? Укçа-тенкĕпе таврăнаять-ши? Тем пекехчĕ те.

Кăшавăш ялĕнчи С. хваттерте пурăнать. Ăна та килте тытаймарăмăр, ĕçе кайнă-мĕн.

Дальнобойщикăн «арăм» нумай

Мăналти Н.-на та тĕл пулаймарăмăр, шаккасан-шаккасан хапха алăкне амăшĕ уçрĕ. Ывăлĕ Костромана кайни пирки пĕлтерчĕ. Ĕненмерĕмĕр, кĕрсех тĕрĕслерĕмĕр. Арçын пушмакĕ, тумтирĕ курăнмарĕ. Хĕрарăм хĕрес хурсах ывăлĕ килте маррине ĕнентерме тăрăшрĕ. Унăн юлташне А.-на та курма май килмерĕ. Вăл çак çуртра çĕр каçкалать-мĕн, эпир çитиччен çеç тухса кайма ĕлкĕрнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.