Космоса чăваш парăнтарнăранпа 55 çул çитнине республика сумлă уявлĕ

9 Çурла, 2017

Сумлăран та сумлă ентешĕмĕр, чăваш ятне çăлтăрсем патне çĕкленĕ Андриян Николаев çÿл тÿпене улăхнăранпа 55 çул çитнине республикăра сумлăн уявлама хатĕрленеççĕ.

Паллă датăпа çыхăннă мероприятисем унччен те иртнĕ-ха. Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, "Восток-3" тата "Восток-4" космос карапĕсем тĕнче уçлăхне ушкăнпа парăнтарнăранпа 55 çул çитнĕ кун, Шупашкарта Андриян Николаевăн палăкĕсем умне чечек хурĕç, митинг ирттерĕç. Çав кунах, 14 сехетре, Оперăпа балет театрĕнче чăваш "кăйкăрне" тата пирĕн тăрăхран тухнă ытти космос паттăрне хисеплесе курав уçĕç. Театртах "1962 çулхи çурла уйăхне аса илер" çавра сĕтел уçăлĕ, 16 сехетре савăнăçлă мероприяти пуçланĕ. 

Теги: 

Комментари хушас