Конференцире кандидатсене палăртрĕç
22 Jul, 2016 | Конференци

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн XXIV конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен пурăнмашкăн хăтлă регион пулнине, малашне те вăл çаплах юлмаллине палăртрĕ. "Единая Россия" партипе юлашки ултă çулта пурнăçланă программăсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туни пирки каласа кăтартрĕ. "Чăваш Енри суйлавçăсем çынсене вĕсен ĕçĕсем тăрăх хаклама хăнăхнă. Сасăланă чухне чылайăшĕ лару-тăрăва туллин тишкерет, чи малтан, паллах, республика аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывакансене шанать. Политика кĕрешĕвĕнчи тĕллевĕмĕр — çитес суйлавра çĕнтересси", — терĕ Михаил Игнатьев.

Партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хальхи вăхăтри тĕп тĕллевсем çинчен доклад турĕ, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ кăçалхи политика тĕп пулăмĕ тесе пĕлтерчĕ. Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева партин "Чăваш Ен — пурăнмашкăн хăтлă регион. Аталану приоритечĕсем" проекчĕпе паллаштарчĕ.

Конференцире ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсен списокне пĕрлехи тата пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе палăртрĕç. Республикăра пурăнакансем тĕлпулусен вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕнче «Единая Россия» парти списокне ертсе пыма темиçе хутчен те сĕннĕ. Парти членĕсем те ку ыйтăва пĕрре мар хускатнă, пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятире те ун патне тепĕр хут таврăнчĕç. Михаил Игнатьев çак списока ертсе пыма килĕшрĕ.

Делегатсем çавăн пекех партин ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ умĕнхи программине çирĕплетрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА