Коммуналлă пулăшу хакĕсем ÿсеççĕ

10 Çĕртме, 2019

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Тарифсем ÿсесси, эмелсемпе тивĕçтересси, Питĕрти экономика форумĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси ларура пăхса тухнă тĕп ыйтусем пулчĕç.
Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕсем ÿсессине палăртрĕ.
Ку ÿсĕм — кăçалхи иккĕмĕш тапхăр. Пĕрремĕш хут хаксем кăрлач уйăхĕнче НДС ÿснĕ май 1,7 процент хăпарнăччĕ. Хальхи ÿсĕм, Марина Кадилова каланă тăрăх, вăтамран 2 процентпа танлашĕ. Пур муниципалитетра та хаксем пĕрешкел хăпармĕç. 36 муниципалитетра, сăмахран, ÿсĕм 4 процента яхăн, çиччĕшĕнче вара — 7-10,7 процент. Çапла вара утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электроэнергишĕн хулара пурăнакансем — 3,36 тенкĕ, ялтисем — 2,35 тенкĕ, газшăн — 5,72 тенкĕ, çÿп-çапшăн 76,90 тенкĕ /хуларисем/ тата 61,67 тенкĕ /ялтисем/ тÿлемелле пулĕ. Хаксем хăпарсан та, Марина Кадилова çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш Енри тарифсем Атăлçи округĕнче вăтам шайра тăрса юлаççĕ.
Çавăн пекех малашне те чухăнлăхра пурăнакан çемьесене социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтересси сыхланса юлĕ. Хальхи вăхăтра, тĕслĕхрен, республикăра пурăнакан кашни тăваттăмĕш çын коммуналлă хуçалăхри тăкаксене саплаштарма субсиди илсе тăрать. Кăçал çак тĕллевпе бюджетра пĕлтĕрхинчен 300 миллион ытла тенкĕ ытларах пăхса хăварнă. «Çак ирĕкпе усă курма пултарнине кашнинех тĕрĕслеттерсе пăхма сĕнетĕп», — терĕ тарифсен службин ертÿçи.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. 

Комментари хушас