Китай çĕршывĕ илĕртет

9 Çĕртме, 2016

Тăххăрмĕш «а» класран тин çеç вĕренсе тухнă Андрей Терентьев — тахçанах шкул маттурĕсен йышĕнче. Мĕнпе палăрать-ха вăл? Пĕрремĕшĕн-чен, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе. Чылай предмет олимпиадине хутшăнса малти вырăнсене йышăннипе. Çакна каччă: «Отличник пулма ытларах тăрăшмалла çеç, вара ăнăçу нумай кĕттермĕ», — тесе ăнлантарать. Акă кăçал та вăл республикăри ОБЖ предмечĕпе иртнĕ олимпиадăран çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. Тĕрлĕ задани пурнăçланă унта çамрăк: чăрмавсене çĕнтернĕ, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă, тĕрлĕ ыйтăва хуравланă… «Республика шайĕнче малти вырăна çĕнсе илни малашне те çитĕнÿсем тума хистет. Вĕренÿре çеç мар, пурнăçра та», — палăртать каччă.

Тавракурăма аталантарма, нумай пĕлме тăрăшаканскер пушă вăхăтра кĕнеке вулама кăмăллать. Фантастика жанрĕнчи хайлавсем чунне тыткăнланине пĕлтерчĕ яш. Çавăн пекех бизнес тематикине çутатакан литературăна та чылай тишкерет. Ку мал ĕмĕтлĕскере малашне кирлĕ пулĕ. Кĕнекепе, хаçат-журналпа кашнин туслă пулмалла тесе шухăшлать вăл. Çакă ăс-тăншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Андрей çамрăксем чылай вăхăт компьютер вăййисенче, Интернетра ирттернине ырламасть. «Виртуаллă тĕнчере вăхăт ирттернĕ чухне эпир монитор çинчи ÿкерчĕке, пулăма çеç куратпăр, ăна çеç йышăнма пултаратпăр. Кĕнеке вулани вара шухăшлава аталантарма пулăшать, чун вĕçевне ирĕке ярса çырнине куç умне тĕрлĕ енлĕн те кăларма май парать», — терĕ вăл.

Çав вăхăтрах ÿт-пĕве çирĕплетмелли пирки те манмасть Андрей. Юлташĕсемпе футболла выляма кăмăллать. «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕнчи спортзалта тĕрлĕ тренажерпа хăнăхтарусем туса кĕлеткене, мышцăсене çирĕплетет.

Умри тĕллевсене пурнăçлама хăнăхнăскер мĕн пирки ĕмĕтленет-ха? Кĕçех вăл шкултан вĕренсе тухса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăрĕ, килĕшнĕ професси суйлĕ…

Андрей Китай çĕршывĕпе, культурипе тĕплĕнрех паллашасшăн, вĕсен кăткăс чĕлхине вĕренесшĕн. Китай чи лайăх аталанакан çĕршывран пĕри пулнипе илĕртет иккен çамрăка. Унăн юрри-кĕвви чăваш халăхне çывăххи те чунне çав еннелле туртать ахăртнех. Эппин, ăнăçу сунатпăр мал ĕмĕтлĕскере!

Нина ЦАРЫГИНА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Хĕрлĕ Чутай шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.