Кашни саккун республикăшăн ĕçлĕ

17 Авăн, 2014

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕн кун йĕркине кĕртнĕ пур 27 ыйту та тăван республикăшăн, унăн аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Анчах вĕсенчен иккĕшĕ, манăн шухăшăмпа, кăшт мала тухаççĕ. Пĕрремĕшĕ, паллах, Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проекчĕ тата кун йĕркинче 6-8 пунктсенче пĕр темăпа пĕрлештернĕ Чăваш Республикин "Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунсен альтернативлă проекчĕсем, асăннă саккунăн тĕп проекчĕ тата унта улшăнусем кĕртнĕ хыççăн "Чăваш Республикин хăш-пĕр саккун актне улшăну кĕртесси çинчен" саккун проекчĕ.

Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн парламент спикерĕ Юрий Попов халĕ çеç каникултан тухнă депутатсене çулталăкăн пĕрремĕш çурринче саккунсене йышăнассипе мĕнле ĕçленине тепĕр хут тĕплĕ тишкерсе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсем тата республика пурнăçĕнчи паллă пулăмсем - "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум, спортăн ытти мероприятийĕ çинче чарăнса тăчĕ. "Раççей ертÿлĕхĕ вĕсене пирĕн патра ирттерме йышăнниех пирĕн республикăн сумĕ пысăккине çирĕплетет", - терĕ Юрий Алексеевич депутатсене çĕнĕ вăй-халпа, килĕштерсе ĕçлеме ырă сунса.

Республика бюджечĕн кăçалхи калăпăшĕ тупăш тĕлĕшпе 2959,2 млн тенкĕ ÿсет, 36 млрд та 579 млн тенкĕпе танлашать. Вăл шутран - тавăрса памалла мар виçе кăна - 15068,6 млн тенкĕ. Бюджета çавăн пекех бюджет сферинчи çынсен шалăвне ÿстерме, бюджетăн балансне тытса тăма, вĕренÿ тытăмĕнчи мероприятисене ирттерме, агропромышленноç комплексне аталантарма тата ытти тĕллевпе килекен тĕрлĕ дотаципе бюджетсен хушшинчи трансферт пуянлатĕç.

Чăваш Республикин вице-премьерĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина бюджетри кашни тенкĕпе мĕн тĕллевпе усă курассине пайăррăн ăнлантарнă хыççăн депутатсен ыйту çуралмарĕ. Андрей Кулагин депутат çеç массăллă информаци хатĕрĕсенче бюджет укçипе Правительство çурчĕн путвалĕнче "те мунча, те сауна" туни çинчен çÿрекен хыпарăн "хÿри" ăçтан пулнипе кăсăкланчĕ. Ун пек "мунча та, сауна та" пулманнине татăклăн хуравласан депутатсем каллех бюджет патне таврăнчĕç, ăна харăсах икĕ вулавпа йышăнчĕç.

Республикăн çитес çулхи бюджечĕ, унăн параметрĕсем улшăннă май, тупăш енĕпе - 36578,8 млн тенкĕпе /ÿсĕм -12,9%/, тăкак тĕлĕшпе 40813,6 млн тенкĕпе /2013 çулхинчен ÿсĕм 10,9%/ танлашать.

Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕн виçи çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне прогнозпа килĕшÿллĕн 12509,4 млн тенкĕ пулĕ, планпа палăртнинчен 83,9 млн тенкĕлĕх пĕчĕкленĕ.

Депутатсен вырăнти хăй тытăмлăха çĕнĕлле мĕнле йĕркелес ыйтусем ытларах калаçтарчĕç. Тĕрĕсрех - тавлаштарчĕç. Трибуна умне тухнисен кашнин ăнлантарăвĕнче хăйĕн тĕшши, чăнлăхĕ, аргуменчĕ пулчĕ. "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" политика партийĕн парламентри фракцийĕн депутачĕсем хатĕрленĕ саккун проекчĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сессие сĕннĕ /ăна ЧР Юстици министерстви хатĕрленĕ/ саккун проектне танлаштарса тишкерчĕç. 3 сехете яхăн пынă "тишкерÿре" иккĕмĕшĕ ытларах "сасă пухрĕ": уншăн депутатсем икĕ вулавпа сасăларĕç. Асăннă саккунсем официаллă пичетленсен вăя кĕреççĕ.

Тăхтав хыççăн сесси малалла ĕçлерĕ. Депутатсем Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн виçĕ çулхи бюджетне çирĕплетрĕç, ял хуçалăхне аталантармалли, республика экономикине ют çĕр-шыв инвестицийĕсене хывассине уçăмлатассипе çыхăннă тата ытти саккун проектне икĕ вулавпа йышăнчĕç.

Юрий СТЕПАНОВ

 

Сессире тухса каланисенчен

 

Светлана Енилина, финанс министрĕ: "Шупашкарти Пăр кермене тума паянччен 716 млн тенкĕ хывнă. Виçĕ çăл куçран укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Федераци бюджетĕнчен килни - 240 млн, республика бюджетĕнчен 226 млн тенкĕ куçарнă. 250 млн тенки - спонсор пулăшăвĕ, "Газпром" ыр кăмăллăх фондĕнчен уйăрнă нухрат тата бюджет тулашĕнчен пухăннă сумма".

Кияметдин Мифтахутдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ: "Газпром" ку енĕпе хăйшĕн кăна усă курасшăн тĕллевпе уйăрман ăна. 250 млн тенкĕ - ырă кăмăлпа, тавăрмалла мар панă укçа. Пирĕн "Газпрома" "Чăвашсетьгаз" АУО акцийĕсене 200 млн тенкĕлĕх туяннăшăн тав тумалла. Республикăри газ сечĕсем кивелнĕ. 40 çул ытла усă курнă 500 км пăрăха диагностика ирттермелле, юсамалла. Ăна "Газпром" хăй çине илĕ".

Рубрика: 
Теги: