Кашни ачан аталанма май пулмалла

Саккăрмĕш çул ĕнтĕ Атăлçи тăрăхĕнчи пултаруллă ачасем «Çăлтăр сехечĕ» фестивале пухăнчĕç. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ гала-концерта интернатра пурăнакан 120 ытла ача килсе çитрĕ. Вĕсем пурте — регион шайĕнче иртнĕ конкурсăн çĕнтерÿçисем.

Ку фестиваль «Ачалăха тавăрма» проектпа килĕшÿллĕн РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полно-мочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе иртет. Хальхинче унăн заместителĕ Игорь Паньшин фестивале хутшăнакансене саламларĕ. Кăçал та проект шучĕпе регионсенче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене аталанма, халăха усă кÿме майсем туса парасси, çамрăксене инноваци ĕçне хутшăнтарасси, патриотлăха вăйлатасси. «Акă Чăваш Енре «Çăлтăр сехечĕ» ача- пăча пултарулăх фестивалĕ вĕçленет. Юпа уйăхĕнче Удмурт Республикинче — «Атăлçи тăрăхĕнчи спорт Олимпĕ», юпа уйăхĕнче Кировра — ал ĕç пултарулăхĕн куравĕ иртĕç, чÿк уйăхĕнче Мари Эл «Ума палата» ăс-тăн вăййисен турнирĕн çĕнтерÿçисене йышăнĕ», — палăртрĕ Игорь Паньшин. «Çăлтăр сехетне» ахальтен мар çак кун пĕтĕмлетрĕç. Ăна пирĕн çĕршывăн пысăк уявне — Раççей кунне — халалланă. Унăн тĕп пуянлăхĕ — ачасем. Çак шухăша та каларĕ сумлă хăна. Малалла вулас...

 

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.