Канаш тăрăхĕнчи Якимовсем Сургутра "Çулталăк çемйи-2017" конкурсра çĕнтернĕ

1 Чÿк, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕн вулаканĕсене эпир паллаштарнă Сургутри Якимовсен çемйи асăннă хулари конкурсра палăрнă. Аса илтерер, "Сургутская трибуна" хаçат сайтĕнче хулари ятлă-сумлă çемьесен интернет-сасăлавĕ иртрĕ. Финала тухнă 25 конкурсçă хушшинче Якимовсем те пурччĕ. 

Канаш тăрăхĕнчен çичĕ юта 2008 çулта кайса  вырнаçнă çемье паян унта ĕçлесе пурăнать.  Ханты-Манси автономи округĕнче тĕпленнĕ йыш икĕ хĕр ÿстерет. Кил ăшшине упраканĕ, Майя, "Сыновья"  социаллă сиплев центрĕнче бухгалтерта тăрăшать. Кил тĕрекĕ, Юрий, "ЭлитТорг" предприятире коммерци директорĕнче ĕçлет. Вăтăр урлă кăна каçнă çамрăк мăшăр - унти чăвашсен "Туслăх" наципе культура центрĕн хастар членĕсем. 

Сургут хулинче ирттернĕ "Çулталăк çемйи-2017" конкурсра интернет-сасăлавра çĕнтернĕскерсем "Хыпар" издательство çуртне хăйсемпе паллаштарнăшăн тав тунине пĕлтерчĕ. "Çемьери наци йăли-йĕрки" номинацире те Якимовсем çĕнтернĕ. 

 

Рубрика: 

Комментари хушас