Канаш районĕнче çĕрле те тырă выраççĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ çул çÿревпе çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Муркаш, Вăрнар, Канаш районĕсенче пулчĕ. Ялсенче федерацин «2014–2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантарасси» тĕллевлĕ программа пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе паллашрĕ.

Муркаш районĕнчи Журавлевсен, Вăрнар районĕнчи Давыдовсен çемйисем патшалăх программипе усă курса чаплă çурт-йĕр çавăрнă. Канаш районĕнчи Шăхасанта вара кивĕ ял клубĕ вырăнне тинех çĕнĕ культура çуртне тума йышăннă. Проект хатĕр, çитес çул ĕçе тытăнмалла. Ку тăрăхри Яманкасси ял çыннисем патшалăх пулăшăвĕпе тата хăйсен вăйĕпе культура çурчĕн çивиттине çĕнетнĕ. Министр «Пионер» хуçалăхра вырма мĕнле пынипе те паллашрĕ. Ĕçченсем уяр çанталăкпа усă курса унта çĕрле те (сăн ÿкерчĕкре) тырă выраççĕ.

 

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас