Кăмăла хуçсан та - малаллах, хастартараххăн

23 Çĕртме, 2016

Кунашкалли Чăваш Енре — пиллĕкмĕш хут. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлнă. Вăл паян вĕçленет.

Ăмăртăва паллă спортсменсем çитнĕ. Вĕсен йышĕнче — Олимп вăййисен икĕ хут чемпионки Елена Исинбаева та. Çăмăл атлетика федерацийĕсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕ Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе пĕрлештернĕ командине тĕнче шайĕнчи ăмăртусене тата Олимп вăййисене хутшăнма чарни спортсменсен кăмăлне хуçнă паллах. Анчах тупăшура вĕсем хăйсен хастарлăхне кăтартнă. Чăваш спортсменки, Европа кубокĕн призерĕ Светлана Васильева тата 2011 çулта 50 километра хăвăрт утса тĕнче чемпионĕн ятне илтнĕ Денис Нижегородов çăмăл атлетсене Олимп вăййисене хутшăнма ирĕк паманшăн Арбитраж судне тавăç тăратнă. Денис чемпион кăна мар, паттăр та. Вăл сывлăхĕ хавшанă хыççăн 5 çултан пысăк спорта таврăнасшăн. Светлана — çамрăк, пысăк малашлăхлă спортсменка. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.