Кăçалхи тĕлллевсем пĕлтĕрхинчен пысăкрах

«Хресчен сасси» ыйтăвĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хуравлать.

Цехсем татах уçăпăр

— Сергей Геннадьевич, мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем выльăхран, ÿсен-тăранран илекен продукцие тирпейлесе апат-çимĕç хатĕрлесен тата сутсан пухса кĕртнĕ хыççăнах хулана ăсатнипе танлаштарсан тупăш нумайрах илни пуриншĕн те паллă. Çак тĕллев пĕлтĕр мĕнле пурнăçа кĕрсе пычĕ?

— Апат-çимĕç янтăлакан предприятисене модернизацилеме пĕр млрд тенке яхăн явăçтарнă, продукцин 300 яхăн çĕнĕ тĕсне туса кăларма пуçланă. Етĕрнери тата Шупашкарти заводсенче ликер-шурă эрех производствине çĕнĕрен ĕçлеттерсе ячĕç. Çавна май 250çын валли çĕнĕ вырăнсем йĕркелерĕç. Асăннă предприятисем эрех çулталăкĕпех кăларман пулин те алкоголь продукцийĕнчен тытакан акцизран бюджета 261,9 млн тенкĕ куçарнă.

Продукцие тирпейлессипе ял тăрăхĕсенче еплерех?

— Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчи сĕт заводĕнче талăкра 16 тонна таран типĕ сĕт хатĕрлекен технологи линине хута ячĕç. Çавна май производство хăвачĕ чылай ÿсрĕ. Шупашкарти сĕт завочĕ 1,2 млрд тенкĕлĕх инвестици проектне пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Кăçал сĕтрен юр вар тумалли çĕнĕ оборудовани вырнаçтарса лартма, модернизацие вĕçлеме шантараççĕ. Предприяти ĕçлеме пуçласан чĕрĕ сĕте республикăра 30% ытларах, çулталăкра 280 пин тонна тирпейлеме тытăнăпăр. Çакăн пек проект чылай.

— Раççей Президенчĕ иртнĕ çул АПК умĕнчи тĕллевсем çинчен калаçнă чухне пĕчĕк формăллă хуçалăхсене кооператива пĕрлештерес ыйтăва çĕклерĕ. Алла-аллăн тытăнса укçа ыйтăвĕсене пĕрле татмасан малалла кайма йывăр.

— Ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативне 2016 çулта — 8, 2017 çулта 24 йĕркеленĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 109 шута илнĕ. Кооперативсене аталантарма патшалăх грант уйăрать. Çакăн усси — куç умĕнчех. 2016-2017 çулсенче ăна /11,7 млн тата 19,7 млн тенкĕ/ тăватă кооператив тивĕçрĕ. 2017 çулта вĕсем 9 ĕç вырăнĕ турĕç.

Раççей хăй енчен санкци списокне кĕртнĕ патшалăхсенчен çĕршыва «сăрă тата хура» импорт тавар килме чарăнмасть. Раççей Президенчĕ унпа электрон сертификачĕпе лайăхрах усă курса кĕрешмелле терĕ. Ку енĕпе Чăваш Енре мĕнле ĕçлеççĕ?

— Республикăн Министрсен Кабинечĕ 2017 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче ветеринарин электрон сертификачĕн тытăмне ĕçе кĕртмелли мероприятисен планне çирĕплетрĕ. Федерацин ветеринарин патшалăх информаци тытăмĕнче ĕçлеме автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсемпе, продукци турттаракансем пĕрле илсе çÿремелли электрон мелĕпе хатĕрлемелли документсен тĕслĕхĕсемпе, оргтехникăпа, интернет çыхăнăвĕпе, компьютерсемпе 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен, продукци турттаракансем валли электрон меслечĕпе ветеринари докуменчĕсем хатĕрлеме раштавăн 1-мĕшĕччен май туса памаллаччĕ. Ветеринари учрежденийĕсем вĕсене çак мелпе «Меркурий» информаци тытăмĕнче 2014 çултанпах хатĕрлеççĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ку ĕçе электрон меслечĕпе çеç пурнăçлаççĕ.

Пĕтĕмпех - ял валли

— Ял çыннисене питĕ кăсăклантаракан ыйту: пĕлтĕр миçе тенкĕлĕх тата миçе çухрăм автоçул тунă-юсанă? Кăçалхи тĕллев мĕнле? Малалла вулас...

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.