Журнал «КАПКĂН» 2017 çултан вăхăтлăх тухма чарăннă

22 Ака, 2016

ĔМĔТЛЕННИ ПУЛМАРĔ

Пирĕн Культура çуртĕнче юрă-ташă каçĕсем час-часах иртеççĕ. Пĕлтерÿсене илемлĕ çырнине кура, çывăхри пур ял çамрăкĕ те каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтет.

24 Пуш, 2016

«Капкăн» журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

«Капкăн» журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. "Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе!" ÿкерчĕк хуплашкана илем кÿрет. Иккĕмĕш страницăра - редактор сăмахĕ: "Кам ырра мала хурать - "Капкăнпа" тăванлашать". Журнал хăйĕн вулаканĕсемпе тачă çыхăну тытать. Кунти нумай материала вулакансен çырăвĕсемпе усă курса йĕркеленĕ.

"Пĕчĕккисен сăмси шĕвĕр" кулăш ярăмĕ пур. "Таçта та çитекен электровăлта" фельетон пысăк вырăн йышăнать. "Чунсăрлăх" рубрикăра вырăн тупнăскер çут çанталăка сăтăр тăвакансене аванах питлет.

24 Пуш, 2016

Кам ырра мала хурать - "Капкăнпа" тăванлашать

Редактор сăмахĕ

Кам пĕлмест-ши «Капкăна»?
Çивĕч шăлĕ кап! кăна
Çаклатсан шартлаттарса,
Йышăнмасăр айăпа
Ан шутла çăлăнасса.
Ку инкек-и? Çул утти:
«Капкăн» çаклатсан шартти
Çын ĕнси çинчи пуçтах та
Намăс йăлине пăрахĕ.
24 Пуш, 2016

Таçта та çитекен ЭЛЕКТРОВĂЛТА. Фельетон

Старик пулла тинĕсе каялла яни пирки калакан юмаха пурте пĕлеççĕ. Вырăс писателĕ Салтыков-Щедрин çав тери ăслă ыраш пăтри пирки хайлав та калăпланă.

Pages