«Капкăн» журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

«Капкăн» журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. "Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе!" ÿкерчĕк хуплашкана илем кÿрет. Иккĕмĕш страницăра - редактор сăмахĕ: "Кам ырра мала хурать - "Капкăнпа" тăванлашать". Журнал хăйĕн вулаканĕсемпе тачă çыхăну тытать. Кунти нумай материала вулакансен çырăвĕсемпе усă курса йĕркеленĕ.

"Пĕчĕккисен сăмси шĕвĕр" кулăш ярăмĕ пур. "Таçта та çитекен электровăлта" фельетон пысăк вырăн йышăнать. "Чунсăрлăх" рубрикăра вырăн тупнăскер çут çанталăка сăтăр тăвакансене аванах питлет.

Н. Ишентейĕн "Кризис чи малтан кама пырса тивет?" тата Н. Плотниковăн "Хуралçă ĕçĕ пĕртте çăмăл мар" калавĕсем вулакана кăсăклантарасса шанас килет.

"Пултаракансемпе култаракансем", "Ан та кала", "Те кулмалла, те йĕмелле" рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.