Кам ырра мала хурать - "Капкăнпа" тăванлашать

24 Пуш, 2016

Редактор сăмахĕ

Кам пĕлмест-ши «Капкăна»?
Çивĕч шăлĕ кап! кăна
Çаклатсан шартлаттарса,
Йышăнмасăр айăпа
Ан шутла çăлăнасса.
Ку инкек-и? Çул утти:
«Капкăн» çаклатсан шартти
Çын ĕнси çинчи пуçтах та
Намăс йăлине пăрахĕ.
 
Иван Мучи калашле,
Вăл çуралнă çĕмренле
Шĕвĕр, вичкĕн калемпе.
Сăпкарах çав хатĕрпе
Çырнă çивĕч хайлавсем -
Кулăшсем, юптарусем.
Тăрăхланă йĕксĕкрен,
Тĕрлĕ ыйхă чăптинчен...
 
Ӳсерех вăл тĕрекленнĕ,
Хĕç-калемĕ çивĕчленнĕ.
Халĕ ян саспа çӳрет,
Курăмлă ĕçе чĕнет.
Çиçĕм пек сăмах кăралĕ -
Арăш-пирĕшсен авралĕ -
Пурте «Капкăн» хĕç-пăшалĕ.
 
Тухмасассăн виçерен
Кӳрентермĕ ĕмĕртен.
Кам ырра мала хурать -
«Капкăнпа» тăванлашать.
Унăн ĕç çынни валли
Ăш сăмах кушел тулли.
Тус-тăван, пĕрле утар,
Кулăшпа çула уçар.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.