Самант

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре культура ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Культура сферинче ĕçлекен нумай. Вĕсен шутне музыкантсем, ÿнерçĕсем, музей ĕçченĕсем, кино тата театр артисчĕсем тата ыттисем кĕреççĕ. Пурин уявне пĕрлештерекенни вара — шăпах çак кун. Уява 2007 çултанпа паллă тăваççĕ. Çулсерен вăл анлăланса, вăй илсе пырать.
Эпир ыйтăма ялти культура çурчĕсенче вăй хуракансене хутшăнтарас терĕмĕр. Мĕнпе сывлать ял клубĕ? Çамрăксене культура енчен аталанма май пур-и?

— Çынсене култарасси, савăнăç кÿресси — манăн пурнăçри тĕп тивĕç. Хамăн телее, вĕçĕ-хĕррисĕр энергие ыттисемпе пайламалла, вара эпĕ тата савăнăçлăрах пулăп, — тет Канаш районĕнчи Вăтапуç каччи Александр Яшков.

Мускав — шавлă хула. Унта ĕçлесе ывăнсах çитетĕн. Кашни кунах пĕрешкел: ĕç — кил, ĕç — кил. Пĕррехинче тусăма Ленăна: «Атя ăçта та пулин кайса килетпĕр?» — терĕм. Вăл турагентствăра ĕçлет. Малтанах Прагăна çитме ĕмĕтленеттĕмĕр. Анчах май пулмарĕ.

Чăваш эстрада концерчĕсене курма кăмăллакансем Ирина Музыкантовăна çухатрĕç те пулĕ. Чылайăшĕ вăл юрланине кăна мар, ташланине те кăмăллать-çке.

Pages

Subscribe to Самант