Самант

Ирхине Нью-Йоркра вăл, каçхине — Мускавра, тепĕр кун ирхине — Стамбулта... Чăматанĕнче — шыва кĕмелли тумпа юнашарах хулăн кĕрĕк, сунчăк çумĕнчех çăм çĕлĕк...

Паян эпир, çамрăксем, интернетри социаллă сетьсемсĕр пурăнайми пултăмăр. Çулсем иртнĕ май чĕрĕ калаçу мессенджерсенчи хутшăнупа ылмашăнчĕ. Халĕ яшсемпе хĕрсенчен чылайăшĕ тĕл пулса кăна мар, шăнкăравласа та калаçмасть, юлташĕсемпе соцсетьсенче, телефонри сарăмсенче çыру çÿретнипех çырлахать.

Сывлăх сунатăп, хисеплĕ редакци ĕçченĕсем! Пĕррехинче йăмăкăм «Манăн çемье» ятпа сочинени çырса пулăшма ыйтрĕ. Çавăн чухне эпĕ шухăша кайрăм. Мĕн лайăххи пур пирĕн çемьере. Аттепе анне хирĕçнĕ вăхăтра хама вăрçă хирĕнчи пек туятăп. Кашни кунах шăв-шав çĕкленет. Атте час-часах киле ÿсĕр таврăнать.

Pages

Subscribe to Самант