Комментари хушас

29 Пуш, 2019

"Самант" журнал, 3 №, 2019 çул

ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:
ЫЙТĂМ. Мĕн вăл телей? Конкурсра çĕнтерни? Ăмăртура мала тухни? Е укçа-тенкĕ?
ПИРĔН ТАНТĂШ. Екатерина Артюкова Инстаграмра страница уçсан хăйĕн умне çапларах тĕллев лартнă: сывлăх енчен инкек тӳсекенсене пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентмелле. Çакна пурте пĕлмеççĕ вĕт. Темиçе çул каялла хăй те йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ-çке…
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! Ялтан хулана куçсан ача палламалла мар улшăннă, унччен лайăх вĕреннĕскер «2» тата «3» паллăсем çине куçнă. Сăлтавне тата ăна мĕнле пулăшмаллине пирĕн психолог ăнлантарать.
ÇУЛТАЛĂК КĂШĂЛĔ. Хальхи вăхăтра Çăварни уявĕ мĕнле иртет?
ТИШКЕРӲ. Сцена çинче юрланисĕр пуçне пирĕн артистсем мĕнпе кăсăкланаççĕ?
КУЛЬТУРА ХУРАНĔ. Лариса Гаврилова Гоара каннă. Алина Савельева ăмăртăва хатĕрленет-и? «Яшкач» ушкăн ăçтан тупăннă? Сергей Павлов шыв айĕнчи карапра пулнă.
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Мари халăхĕн культури, йăли-йĕрки пирĕннинчен мĕнпе уйрăлса тăрать? Кун пирки Анастасия Кощеева каласа пачĕ.
ИЛЕМЛĔХ СТУДИЙĔ. Каччăсене ӳте пăхса тăма вĕрентетпĕр.
ÇУЛ ÇӲРЕВ. Эстонире те, Мальтăра та пулнă Богатырь /Александр Яшков/ хăйĕн çул çӳревĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Ӳсекен чулсене ăçта тупма пулать-ха? Сивĕ çанталăкра шыва кĕрекен Раççей каччисене курсан ют çĕршыв çыннисем мĕн каланă?
«САМАНТ» ХĂНИ. Евгений ГРИГОРЬЕВ: «Кăнтăрлаччен — космонавт, каç енне — повар».
ЮРАТУ-ЫРАТУ. «Упăшка ачасене пăрахса хăварса килтен тухса каясран шикленетĕп…»
ТЕАТР. Халăх ятне тивĕçнĕ пултарулăх коллективĕсенчен пĕри — Шупашкар районĕнчи «Çĕньял» халăх театрĕ.
РЕДАКЦИ ПОЧТИНЧЕН. «Тен, урăх каччăпа паллашса çемье те çавăрăттăм…»
ЮБИЛЕЙ. Василий Кервен /Кошкин/ поэтăн сăввисене вуласа киленме сĕнетпĕр.
ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. Мускав çулне тасатакансен ĕç кунĕ мĕнле иртет?
ПИРĔН ВЕРНИСАЖ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ирина Александровна Архипова.
АЛ ĂСТИ. Валентина Немкова темĕн те пĕр ăсталама маçтăр.
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Сăрă хир чăххи.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.