4 Пуш, 2019 "Самант" журнал, 2 №, 2019 çул ÇĔНĔ НОМЕРТЕ: ЫЙТĂМ. Салтак пăтти тутлă-и? "2 çултан контрактпа Чечня Республикине тухса кайрăм..."ПИРĔН ТАНТĂШ. Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕнче вĕренекен Мария Павлова пĕркеленчĕк хутран чĕрĕ йышши чечексем ăсталать.ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШАР! "Ывăлăм мĕнле те пулин йăнăш тусанах хама тытса чараймастăп..."ТЕАТР. Кулăшла самантсенче - чун ыратăвĕ.ТИШКЕРŸ. Юрăçсемшĕн чи хаклă парне мĕн?КУЛЬТУРА ХУРАНĔ. Ольга Осипова хĕр çуратнă. Юрий Сергеев Эльбрус çине хăпарнă. Ольга Тарасовăпа Петр Петров - пĕрле. Виктор Чугаров Берлинта "Чăваш чĕлхи" фильм ÿкерет.ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Массимо Рипани Шупашкара Италирен килнĕ. Пĕррехинче йытти чирлесен мăшăрĕпе иккĕшĕ ăна ветеринар патне илсе кайнă. Лешĕ чĕр чуна ача вырăнне хумалла мар, çемьене йыш хушмалла тенинчен итальян тĕлĕннĕ.ÇУЛ ÇŸРЕВ. Куçлăхлисен Индире асăрханмалла - ăна упăте туртса илме пултарать."САМАНТ" ХĂНИ. Шупашкар районĕнчи Тренкассинчи "Хĕлхем" фольклор ушкăнĕ сцена çине чапшăн мар, чун ыйтнипе тухать.ЮБИЛЕЙ. "Самант" журнал - 90 çулта. Мĕнле пуçланса кайнă-ха вăл?КАЛАВ. Валентина Элиме "Шăккалата пула качча каяймарăм".СПОРТ! СПОРТ! СПОРТ! Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари факультетĕнче вĕренекен Арина Гаврилова - полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ.ЮРАТУ-ЫРАТУ. "Хам вилсен те сана çăлса хăварăп".ŸНЕР КĔТЕСĔ. Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăшра пурăнакан Елена Кирилловăн ÿкерчĕкĕсем.ПИРĔН ВЕРНИСАЖ. Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Викентьевич Александров.ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Çăлтăр кăмписем. Патшалăх заданийĕСамантАнонс