Сывлăх
ПӲРЕ ЧЕЙĔН ВИТĔМĔПЕ
Пÿре чирĕ гломерулонефрит аптратсан фитотерапи сиплĕ витĕм кÿрет. Пÿре чейĕ /почечный чай, ортосифон тычиночный/ питĕ усăллă. Ăна аптекăра туянма пулать.
ТИП ÇУ ЯРСА ÇИЕР-И?
Мĕнле кăна тип çу кăлармаççĕ. Вĕсем кашни хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăраççĕ. Тĕплĕнрех каласа парар-ха.
Тĕрлĕ витаминпа, çуллă йÿçексемпе пуян çу пирĕн организма йĕркеллĕ ĕçлеме кирлĕ. Çавăн пекех вăл чирсенчен хÿтĕлет, сиплет. Диетологсем апата куллен 50 грамм таран çăра мар çу хушма сĕнеççĕ. Çавăн пек чухне кăна пирĕн рацион шайлашуллă пулать. Тĕрлĕ сортпа усă курсан лайăхрах. Пĕрисем юнри холестерин шайне йĕркере тытса тăма пулăшаççĕ. Теприсене услам çу вырăнне килти чустана хушма юрать.
"Сывлăх", 4 /922/ №, 1.02.2016
ЫРАШ ЛАЙĂХ
- Ӳслĕк ниепле те ирт-мест-и? Тин вĕренĕ 2 стакан шыва 2 апат кашăкĕ ыраш тĕшшине ямалла, 10 минут пĕçермелле. Илсен çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут çуршар стакан вĕрилле ĕçмелле.
- Мигрене пула пуç ыратсан 1 апат кашăкĕ мелисса çулçине тата 1 апат кашăкĕ пĕтнĕк çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 30 минутран сăрăхтармалла. Сивĕнсен çур стакан лимон сĕткенĕ хушмалла. Кунне 3 хут апат вăхăтĕнче 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 6
- 7
- 8
- 9
- 10
- 11
- 12
- 13
- 14
- …
- следующая ›
- последняя »