ТИП ÇУ ЯРСА ÇИЕР-И?

8 Нарăс, 2017

Мĕнле кăна тип çу кăлармаççĕ. Вĕсем кашни хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăраççĕ. Тĕплĕнрех каласа парар-ха.

Тĕрлĕ витаминпа, çуллă йÿçексемпе пуян çу пирĕн организма йĕркеллĕ ĕçлеме кирлĕ. Çавăн пекех вăл чирсенчен хÿтĕлет, сиплет. Диетологсем апата куллен 50 грамм таран çăра мар çу хушма сĕнеççĕ. Çавăн пек чухне кăна пирĕн рацион шайлашуллă пулать. Тĕрлĕ сортпа усă курсан лайăхрах. Пĕрисем юнри холестерин шайне йĕркере тытса тăма пулăшаççĕ. Теприсене услам çу вырăнне килти чустана хушма юрать.

Анчах çусенчен хăшĕсем вĕри­лентернĕ чухне сиплĕ енĕсене çухатнине шута илмелле. Йÿçекленсе питĕ сиенлĕ япаласем кăлараççĕ. Вĕсене сиенсĕрлетме энерги нумай кирлĕ, ку пĕвер ĕçне япăх витĕм кÿрет.

Онкологсем палăртнă тăрăх, çăва çатмара, фритюрта темиçе хут вĕрилентерсен унра канцерогенлă япаласем пухăнаççĕ. Вĕсене пула организмра шыçăсем аталанаççĕ. Специалистсен çак сĕнĕвĕсем вара пурне те кирлĕ пулма пултараççĕ.

Кокос çăвĕ

Япаласен ылмашăнăвне вăйлатакан лаурин йÿçекĕпе пуян. Вăл 90 процент таран çăра çусенчен тăрать, çав тери калориллĕ. Питĕ пысăк температурăра та пахалăхне çухатмасть. Чустана хушма лайăх.

Арахис çăвĕ

Япăх холестерин шайне чакарать. Вĕри температурăна питĕ чăтăмлă тата шăрши техĕмлĕ пулнине кура тасатнă /рафинированное/ çупа фритюрта апат хатĕрленĕ чухне усă курма сĕнеççĕ.

Олива çăвĕ

Чĕре ĕçне лайăхлатать. Си­вĕл­ле юхтарнă çу уйрăмах паха. Апат хăвăрт хатĕрлеме, салата хушма юрăхлă. Ăшалама 180 градус температурăра аван.

Кавăн тĕшшин çăвĕ

Лайăх холестерин шайне ÿстерет. Иммунитета пулăшакан цинкпа пуян. Çу вĕрилентернине тÿсеймест, çавăнпа ăна çырткаламалли апата, какая пиçсе çитнĕ хыççăн хушмалла.

Йĕтĕн çăвĕ

Чĕрепе юн тымарĕсене хÿтĕ­лекен, пÿре ĕçне лайăхлатакан, вар хытнине ирттерекен омега-3 çуллă йÿçекĕн /60 процент/ чи пуян çăлкуçĕсенчен пĕри. Соус, салата хушмалли хутăш хатĕрлеме усă кураççĕ.

Рис çăвĕ

Е витаминăн тĕлĕнмелле çăл­куçĕ, ватлăх юхăмне вăрахлатакан виçĕ тĕрлĕ антиоксидантпа /токоферолпа, токотриенолпа, оризанолпа/ пуян. 254 градус вĕри температурăна та чăтать. Апата кăштах çусăрлатать.

Кунжут çăвĕ

Е витамин нумаййине кура чĕрепе юн тымарĕсен тата иммун тытăмĕн сывлăхне лайăхлатать. Апата ăна пиçсе çитнĕ чухне хушмалла, мĕншĕн тесен хăвăрт çунса ларать. Салатпа маринад валли лайăх.

Трюфель çăвĕ

Ăна юхтарса мар, трюфель кăмпана олива е иçĕм çăвне ярса хатĕрлеççĕ, темиçе кун лартаççĕ. Апата тутă кĕртме, макарона е риспа пĕçернĕ ризотто апата хушаççĕ. Вĕрилентерсен пахалăхĕ пĕтет.

Аçтăрхан мăйăрĕн çăвĕ

А, Е, С, В витаминсем, макро- тата микроэлементсем /цинк, пăхăр, йод, кальци, магни, тимĕр, фосфор/ пур. Аслă çулсенчи çынсене кирлĕ. Маринада, салата, пулă апатне хушма сĕнеççĕ.

Хĕвелçаврăнăш çăвĕ

Атеросклерозран хÿтĕлекен Е витаминăн тĕп çăлкуçĕ. Унра пĕвер клеткисене, юн тымарĕсене, нерв чĕлкемĕсене кирлĕ F витамин та пур. Ăшалама, пăшăхлама, салата яма паха.

Кедр çăвĕ

Çуллă йÿçексемпе, амино­йÿçексемпе, витаминсемпе, макро- тата микроэлементсемпе пуян. Туберкулез, атеросклероз, гипертони, вар-хырăм аптратнă чухне уйрăмах кирлĕ. Апата хушсан лайăх.

Иçĕм шăммин çăвĕ

Витаминсемпе, микроэлементсемпе, хытаракан япаласемпе пуян. Атеросклероз аталанасран хÿтĕлет. Пысăк температурăна тÿсĕмлĕ, тутине те, шăршине те çухатмасть. Салатра, маринадра паха.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.