Сывлăх

25 Нарăс, 2015

АЛĂ ӲЧĔ ТИПЕТ, ÇУРКАЛАНАТЬ

* Килти ĕçсене тунă чухне алла латекс /ăна аллерги çук пулсан/ перчетке тăхăнмалла. Силиконлă крем сĕрни те хӳтĕлет. Вăл ӳте сиенлĕ япаласене сăрхăнса кĕме чăрмантаракан сийпе витет.

* Алла сивĕ е вĕри шывпа мар, ăшă шывпа кăна çумалла. Хуçалăх супăнĕпе те юрамасть, унра сĕлтĕ нумай, вăл ӳте тата ытларах типĕтет. Ача супăнĕ вара вырăнлă. Çунă хыççăн алăсене лайăх шăлса типĕтмелле те нӳретекен крем сĕрмелле.

18 Нарăс, 2015

"Сывлăх", 6 /822/ №, 18. 02. 2015

о Хăрпăк асамлă витĕм кÿрет.
о Ÿпкешĕн кăвакарчăн куçĕ усăллă.
о Сахăр шайне виçере тытма.
о Юн пусăмне чакараççĕ.
о Пĕтĕмпех хăвăртан килет.
о Типĕ ÿслĕкрен.
о Чей кăмпипе гранат хуппи.
о Çĕр груши чĕркуççине сыватать.
о Кăкăр хĕртнĕ чухне.
о Каллех - эмел ĕçес ыйтупа.
о Антибиотикпа сипленнĕ хыççăн.
о Кĕпе çума кăна мар.
о Кĕле çине - салă.
о Пуç мĕншĕн кукшаланать?
о Виçĕ тĕрлĕ кĕсел.
о "Пылак" компреспа.
18 Нарăс, 2015

ПĔТĔМПЕХ ХĂВĂРТАН КИЛЕТ

Туртма пăрахасси - çăмăл мар. Çак ĕçе тытăнма чи малтанах çын хăй шухăш тытни тата кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ. Сиенлĕ йăларан сивĕнесех текенсене курăксемпе диета пулăшма пултараççĕ.

Организма тасатма рациона чĕрĕ улма-çырла, пахча çимĕç, тĕшĕллĕ çимĕçсем ытларах кĕртмелле. Шыв кунне 2 литртан кая мар ĕçмелле.

18 Нарăс, 2015

КАЛЛЕХ - ЭМЕЛ ĔÇЕС ЫЙТУПА

«Сывлăхăн» кăçалхи 3-мĕш номерĕнче «Шывпа кăна ĕçмелле» материала асăрхарăр пулĕ-ха. Унта Ю. Чехонина диетолог эмел ĕçнĕ чухне шута илмелли йĕркесемпе паллаштарнăччĕ. Паян çак ыйтупа унăн сĕнĕвĕсене малалла пичетлетпĕр.

Пĕрле юрамасть!

18 Нарăс, 2015

ПУÇ МĔНШĔН КУКШАЛАНАТЬ?

Аслă çулсенчи çынсен час-часах çÿç нумай тăкăннине палăртмалла. Ку ватăлса пынипе çыхăннă: гормонсен ĕçĕ вăйсăрланать, щит евĕрлĕ пар активлăхĕ чакать. С. Венедиктова трихолог тухтăр çапла ăнлантарать.

Pages