ПУÇ МĔНШĔН КУКШАЛАНАТЬ?

18 Нарăс, 2015

Аслă çулсенчи çынсен час-часах çÿç нумай тăкăннине палăртмалла. Ку ватăлса пынипе çыхăннă: гормонсен ĕçĕ вăйсăрланать, щит евĕрлĕ пар активлăхĕ чакать. С. Венедиктова трихолог тухтăр çапла ăнлантарать.

- Çапах та чылай чухне кукшаланасси ватлăхран кăна килмест. Ытти сăлтавсем те хушăнса пыраççĕ: вăраха кайнă йывăр чирсем, вĕсенчен сипленме ĕçекен эмелсем, аллерги реакцийĕсем, тĕрĕс апатланманни, укладка тума фенпа усă курни, çÿçе хытă туртăнтарса çыхни. Çÿç тăкăннин сăлтавĕ япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлни те, çав шутра организмра тимĕр çитменни тата анеми, пулма пултарать. Щит евĕрлĕ пар ĕçĕ вăйсăрланни вара гипотериоз патне илсе çитерет, ку та çÿç ÿсессине витĕм кÿрет. Çавăнпа чи малтанах тĕп чиртен сипленмелле.

Ватăрах çынсенчен чылайăшĕ юн пусăмĕ ÿснипе аптрать, çавăнпа ĕмĕрĕпех ăна чакаракан эмел ĕçме тивет. Вăхăт иртнĕ май ку çÿçе япăх витĕм кÿме пуçлать. Гипертоника хăйне юрăхлă эмел суйласа илме çăмăл мар. Çавăнпа препарата урăххипе улăштарма кашниех килĕшмест. Çак тĕслĕхре мĕн тумалла-ха?

Тĕрĕсленнĕ халăх мелĕсемпе усă курни кирек хăш ÿсĕмри çынсемшĕн те лайăх.

Є Кукшаланнă тĕле алоэ сĕткенĕпе сăтăрмалла. Процедурăна 2 уйăх тумалла, 1 уйăх тăхтанă хыççăн тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле.

Є Кашни 10-15 кунра горчицăпа усă курмалла, вăл пуç ÿтне юн пырса тăрассине, çавна май çÿç ÿсессине лайăхлатать. 1 литр шыва 1 апат кашăкĕ горчица порошокĕ ярса ирĕлтермелле те çак шывпа пуçа лайăх çумалла. Полиэтилен калпак тăхăнмалла. 20 минутран пуçа таса шывпа çуса тасатмалла. Юн пусăмĕ ÿснипе аптракансене ку процедура юрамасть.

Є Çăмарта саррипе тата хĕвелçаврăнăш çăвĕпе тутлăхлă маска хатĕрлемелле. Чĕрĕ пĕр çăмарта саррине пĕр апат кашăкĕ çупа лайăх хутăштармалла та унпа пуç ÿтне сăтăрмалла. Çур сехетрен ăшă шывпа çуса тасатмалла.

Є Асаннесен ытти меслечĕ те /пуçа турăхпа, кефирпа, тăпăрчă шывĕпе çуни/ аван пулăшать.

Пуçа кирлĕ чухне кăна çумалла: пĕрисене - 10 кунра пĕрре, теприсене эрнере пĕрре çуни çителĕклĕ, виççĕмĕшĕсен çÿçĕ пĕр-икĕ кунрах вараланать. Кам мĕнле хăнăхни пĕлтерĕшлĕ.

Аслă çултисен çÿçĕ çуллă мар, ытларах чухне типĕ. Çавăнпа час-часах çумасан та юрать. Анчах кукшаланнин сăлтавĕ çÿçе хăвăрт çуллантаракан себорея дерматичĕ пулсан тăтăшрах çумалла. Эрнипех питĕ çуллă çÿçпе çÿрени лару-тăрăва йывăрлатать кăна.

Сăмах май, себорея дерматичĕпе аптрасан пуçа ислентернĕ хура çăкăрпа çуни усăллă.

Ватă çынсенчен хăшĕ-пĕри пуçа супăньпе çума хăнăхнă. Çак тĕллевпе хуçалăх супăнĕпе усă куракан та пур. Шута илĕр, кирек мĕнле супăньре /ача супăнĕнче те/ сĕлтĕ пур. Çавăнпа пуçа ялан супăньпе çусан çÿç тĕксĕмленет, патракаланать. Супăне хăнăхнă пулсан тикĕт супăнĕ çине куçăр - себорея чухне вăл уйрăмах усăллă.

Шута илме: çÿç çине хунă кирек мĕнле маска 40 минута яхăн витĕм кÿрет. Ăна çак вăхăтран ытла тытнин, компреспах çĕр каçнин усси çук.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.