Кил-çурт, хушма хуçалăх

19 Авăн, 2014

Шифер çурaлнa-и? Саплатпaр

Кил-çурт ан юхăнтăр тесен куллен пĕрер пăта та пулин çапмалла теççĕ. Çаплах çав. Пĕчĕк юсав ĕçĕ çурта çирĕплетсе-тĕреклетсе тăма май парать. Лайăх хуçа кил-çуртри шăйрăксене тÿрех асăрхать, юсава пысăк тăкаксăр пурнăçламалли мел шырать.

12 Авăн, 2014

Пахча хĕле кĕтет

Авăн уйăхĕнче кун тăршшĕ палăрмаллах кĕскелчĕ, ăшă тамалчĕ пулсан та пахча пире пур пĕрех тыткăнлать. Астра, хризантема, георгин хăйсен илемлĕхĕпе илĕртеççĕ, колхикум ешерет... Çумăрсăр, ăшă кунсенче пахчари ĕç киленĕç кÿрет.

Кĕрхи пахчари тĕп ĕçсем

12 Авăн, 2014

Баклажан салачĕ

Хĕл валли çуллахи çимĕçсене нумайрах хатĕрлесе хăварас килет. Ара, хĕл хырăмĕ анлă теççĕ-çке. Помидор-хăярсăр пуçне баклажан та çÿлĕк çинче вырăн тупĕ.

Баклажан салачĕ. Вăл питĕ тутлă пулать. Ăна хатĕрленĕ хыççăн çиме те, хĕле валли те хупса хума юрать.

5 Авăн, 2014

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 35 /781/ №, 05. 09. 2014

Кĕр кунĕсем çитнĕ май кил-çурта хĕле хатĕрлеме ан манăр. Чÿрече ăшă тытать-и?

Çăмарта хуппи çÿпĕ мар. Унпа хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте усă курма пулать. Вăл сывлăхшăн та усăллă. Яланхиллех усăллă сĕнÿсем вулакансен çырăвĕсене хуравланисемпур хаçатра тутлă апат рецепчĕсемпе паллашма пулать.

5 Авăн, 2014

Чÿрече ăшша упратaр

Кĕрхи кунсем çитнĕ май кашни хуçа хăй кил-çуртне тĕплĕн питĕлеме тăрăшать. Никĕс тăпрасне хăпартать, алăка, чÿречене тĕрĕслет. Чÿречесене тĕрĕс хÿтĕлени çуртри ăшша упрама май парать.

Pages