Кил-çурт, хушма хуçалăх

26 Авăн, 2014

Сливaпа чиене - тымартан

Хăш-пĕр пахчара ватăлса йывăçланнă чиене е сливăна курма пулать. Вĕсем çимĕç параççĕ-ха, анчах сĕре ватăлнă, вулли çуркаланнă, турачĕсем илемсĕрленнĕ, çĕнĕ туратсем ÿсмеççĕ. Паллах, çак тĕме çĕнетсен çимĕç кÿреслĕх чылай ÿсет, пахча та илемленет. Пахчаçă çĕнетме те хатĕр вĕсене, анчах ăна мĕнле тумаллине пĕлмест.

26 Авăн, 2014

Пахча çимĕç шашлăкĕ

Кĕрхи хĕвеллĕ кунсемпе усă курса тус-юлташпа, çемьепе пĕрле çут çанталăк ытамне тухса кĕрер-и. Уçă сывлăшра, паллах, шашлăкран тутлăраххи, техĕмлĕреххи нимĕн те çук пулĕ.

Улма-çырла шашлăкĕ

2 килограмм сысна ашĕ, 10 киви, 3-4 лимон, 100 грама яхăн соя соусĕ кирлĕ.

19 Авăн, 2014

"Кил-çурт, хушма хуçалăх", 37 /783/ №, 19. 09. 2014

Килес çулхи тухăçшăн кĕркуннех ĕçлеме пуçламалла. Пахчана тасатмалла, тирпейлемелле...

Гладиолус суханĕсем ăнăçлă хĕл каçаççĕ.

Хуралтă çи виттине ансат мелсемпех юсама пулать.

Шыв мĕншĕн вĕренĕ чухне шуралать?

19 Авăн, 2014

Кĕркунне хатĕрлетпĕр

Килес çулхи тухăç лайăх пултăр тесен пахчана кĕркуннех хатĕрлемелле. Пахча çимĕçе пуçтарнă хыççăн çĕр таса пулмалла. Пахча çимĕç туни-çеçкине /ÿсен-тăран сывă пулсан/ компост тумашкăн яма пулать, чир-чĕрпе сиенленнĕ çеçкесене, вăрăланнă çум курăка çунтармалла.

Pages