Хыпар

3 Раштав, 2013

Актерсене тыткăнлакан сăнар

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртнĕ премьерăна - Б.Брехтăн «Кураж инкепе унăн ачисем» /Мамаша Кураж и ее дети/ ĕçĕ тăрăх лартнă спектакле, иккĕленместĕп, республикăри чылай артист хутшăнма ĕмĕтленнĕ пулĕ. Манăн шухăшăмпа, Кураж сăнарĕ - ăсталăха тĕрĕслемелли, пултарулăха виçмелли хатĕр.

30 Чÿк, 2013

Шел, инвесторсем курăнмаççĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юн кун Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяш полигонĕн лаптăкне çитсе курчĕ. Ăна тăвассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕ. Шупашкарпа спутник хула администрацийĕсен, объектра ĕçлекен подряд организацийĕсен пуçлăхĕсене итлерĕ.

30 Чÿк, 2013

Республикăн тĕп саккунĕ

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕ - Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцине йышăннă кун. Республикăн тĕп саккунне 2000 çулта Чăваш Республикин иккĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 23-мĕш сессийĕнче йышăннă. Вăл 2000 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

30 Чÿк, 2013

"Чăваш ятне ярас килмест"

Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнчи Федор Шадриков 1991 çулта - республикăра чи малтисенчен пĕри - хресчен-фермер хуçалăх. /"Весна"/ йĕркеленĕ. Пахалăхлă пахча çимĕç туса ăна клиентсем патне вăхăтра çитернĕрен ку хуçалăх Чăваш Енре çеç мар, унăн тулашĕнче те хисеп çĕнсе илнĕ.

30 Чÿк, 2013

Вĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ

Тăвай районĕнчи кашни ял тăрăхĕнчех Канаш почтамчĕн уйрăмĕ пур. Вуннăшĕнче те хăйсен тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлакансем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра почтальонсен канăçсăр вăхăт - 2014 çулăн пĕрремĕш çуррийĕ валли хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пырать. Ытти енĕпе те вăр-варланма тивет вĕсен, ватăсене вăхăтра пенсипе тивĕçтереççĕ, тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ... "Сĕнеççĕ" терĕмĕр-ха, çакна пурнăç хистенĕрен тытăннă.

Pages