Шел, инвесторсем курăнмаççĕ
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юн кун Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяш полигонĕн лаптăкне çитсе курчĕ. Ăна тăвассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕ. Шупашкарпа спутник хула администрацийĕсен, объектра ĕçлекен подряд организацийĕсен пуçлăхĕсене итлерĕ.
Строительство малалла пырать. Кунта икĕ подрядçă - "Воддорстрой" тата "ГЭСстрой" обществăсен строителĕсем. Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕ кăçал ЧР Арбитраж сучĕ урлă малтанхи подрядçăпа - "Парнас" обществăпа - çирĕплетнĕ килĕшĕве татнă. Сăлтавĕ - вăл хăйĕн тивĕçне вăхăтра пурнăçламаннинче. Çĕнĕ Шупашкар мэрĕ Александр Сироткин предприяти строительство ĕçне графикпа килĕшÿллĕн пурнăçламан пирки вырăнти хăй тытăмлăх органне кÿнĕ тăкакăн пĕр пайне суд урлă шыраттарса илме тавăç тăратни çинчен хыпарларĕ.
"ГЭСстрой" рабочийĕсем пулас полигон лапамне темиçе уйăх каялла килнĕ. Вырăнти влаç вĕсем тĕллеве палăртнă вăхăтра пурнăçласса шанать. Журналистсем объекта хăçан хута ярассипе кăсăкланчĕç. "Подрядçăпа çирĕплетнĕ килĕшÿре полигонăн пĕрремĕш тÿремне раштав уйăхĕнче туса пĕтермелле тесе палăртнă, - хуравларĕ ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Евгений Юшин. - Анчах хăш-пĕр самант пур. Мĕн тумаллине пăхăпăр..."
Килес çулăн пĕрремĕш çурринче конкурс ирттерсе полигона ĕçе кĕртме инвестици хывакан предприятие палăртасшăн. Иккĕмĕш тÿреме ĕçе кĕртме унпа килĕшÿ çирĕплетесшĕн.
Министерство икĕ хулан Шупашкар районĕнчи Питтукасси çумĕнчи йăлари хытă каяш вырăнне пĕтерсе ăпăр-тапăра хÿтĕлев сийĕпе сиенсĕрлетме, хура тăпрапа хуплама, çĕр айĕнчи шыв çулĕсене пÿлме, лаптăкра йывăç-тĕм лартма, ытти ыйтăва татса пама федераци хыснинчен 240 млн тенкĕ ыйтнă. Министр çумĕ республикăн килес çулхи бюджетĕнче пăхса хăварнă укçапа Питтукасси лаптăкне сиенсĕрлетмелли проект тутарсан тата ăна пурнăçа кĕртсен çеç республикăна кĕмĕл куçарассине пĕлтерчĕ.
Михаил Игнатьев стройкăри ĕç-пуçа тишкернĕ хыççăн тĕрлĕ шайри ертÿçĕсенчен строительствăна малалла тăсма, "Парнас" кÿнĕ тăкака шыраттарса илме ыйтрĕ. "Эпĕ кунта Çĕнĕ Шупашкара кĕмесĕр, нумаях пулмасть хута янă çавра çулпа килтĕм, - терĕ М.Игнатьев. - Ăна ĕçе кĕртме федераци бюджетĕнчен укçа чылай уйăрнă. Хыснаран куçарни пысăк ыйтăва татса пама пулăшрĕ. Предпринимательсем проекта бюджет тулашĕнчен нухрат хывасса, каяш çаврăнăшĕн бизнесĕ тупăш панине ăнланасса кĕтетпĕр".
Объектран вăл Çĕнĕ Шупашкарти кĕпе çĕлекен "Элита" обществăна çул тытрĕ, унăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Фабрикăра 218 çын. Кашни уйăхра вăтамран 20 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Пĕр-ик çул каялла предприятин çĕнĕ корпусне туса лартнă. Михаил Игнатьев производство калăпăшне çуллен ÿстерекен коллектив ĕçне ырласа хак пачĕ. Çĕнĕ Шупашкарăн инвестици тĕллевĕ еплерех пурнăçланнипе çыхăннă ыйтупа хула администрацийĕнче канашлу ирттерчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментари хушас