Республикăн тĕп саккунĕ
Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕ - Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцине йышăннă кун. Республикăн тĕп саккунне 2000 çулта Чăваш Республикин иккĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр 23-мĕш сессийĕнче йышăннă. Вăл 2000 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.
Чăваш Енĕн çĕнĕ Конституцийĕн проекчĕпе 1994 çултах ĕçлеме пуçланă. Ăна ЧР Конституци комиссийĕ хатĕрленĕ, 1995 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашне тăратнă. 1997 çулта чăваш парламентарийĕсен пуçарăвĕпе "Чăваш Республикин Конституцийĕн проекчĕ: унăн концепцийĕ тата аталану çулĕсем" ăслăлăх-практика конференцийĕ йĕркеленĕ. Ку проекта пĕтĕм халăхпа икĕ уйăх сÿтсе явнă. Депутатсем республикăра пурăнакансенчен 1,5 пин ытла сĕнÿпе асăрхаттару илнĕ. Унтан парламент итлевĕсем иртнĕ. 1999 çулта депутатсем Конституци проекчĕсен варианчĕсене - вĕсене парламентăн саккун кăларас енĕпе ĕçлекен комитечĕ тата вăхăтлăх комисси хатĕрленĕ - пĕрне те ырламан. Çакăн хыççăн килĕшÿлĕх комиссине туса хунă. Конституципе çыхăннă саккун проектне 2000 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче депутатсем пĕрремĕш вулавпа йышăннă, юлашки вариантшăн чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче сасăланă. Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Конституци вăя кĕни çинчен калакан саккуна Чăваш Ен Президенчĕ алă пуснă.
Чăваш Республикин халĕ вăйра тăракан Конституцийĕччен Чăваш Енре пурăнакансем конституци актне хатĕрлессин тата аталантарассин виçĕ тапхăрĕ витĕр тухнă. Чăваш АССР Конституцийĕн пĕрремĕш проектне 1926 çулта пăхса тухса çирĕплетнĕ. Унтанпа республикăри саккун кăларакан органсем тата виçĕ конституци йышăннă: 1937, 1978 тата 2000 çулсенче. Çак çулсенче патшалăх тытăмĕн право статусĕ те улшăннă: 1920 çулта Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕ, 1925 çултанпа вăл - Чăваш АССРĕ, 1990 çултанпа - Чăваш ССРĕ, 1992 çултанпа - Чăваш Республики.
Чăваш Республикин Конституцийĕ - республикăн пĕтĕм ĕç-хĕлне палăртакан нормăпа право тĕп акчĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен конституцийĕсене хатĕрлес тата йышăнас практикăра пур лайăх енсене пĕрлештерсе тăрать. Унăн текстне темиçе хутчен те улшăнусем кĕртнĕ: çакă федераци шайĕнчи саккунсене урăхлатнипе çыхăннă. Конституци çирĕплĕхĕ - экономика, политика тата социаллă пурнăç тăнăçлăхĕн пĕлтерĕшлĕ условийĕ. ЧР патшалăх влаçĕн механизмĕ шăпах унпа килĕшÿллĕн тата унăн никĕсĕ çинче ĕçлет.
Паянхи кун Конституци нормисене пĕр иккĕленÿсĕр пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре пурăнакан тата тăван тăрăхне юратакан кашни гражданинăн Конституцие пăхăнмалла, правасемпе тĕрĕс усă курмалла тата тивĕçĕсене пурнăçламалла.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Комментари хушас