Хыпар

13 Пуш, 2014

Ирĕке - таса шухăш-кăмăлпа

1879 çулта Раççей Шалти ĕçсен министерствинче Тĕп тĕрме управленине туса хунă. Çапла вара çĕр-шывăн уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмĕ çак кунсенче 135 çул тултарчĕ. Паллă кун ячĕпе журналистсемпе курнăçнă май Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Алексей НЕЦКИН Чăваш Енри тĕрме-колони ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

13 Пуш, 2014

«Тăрăшсан ĕмĕт-тĕллев пурнăçланатех»

XXI ĕмĕр профессионалсен ĕмĕрĕ пулнине шута илсе паянхи çамрăксенчен нумайăшĕ тавра курăмне анлăлатма, хальхи йышши технологисене алла илме тăрăшать. Инноваци тата ăслăлăх ĕçне хутшăнакан та сахал мар.

13 Пуш, 2014

Тĕп чăрмав - кадрсем çитменни

Хальхи информаци технологийĕсемпе анлăн усă курни ĕç тухăçлăхне ÿстернипе пĕрлех çынсен пурнăç пахалăхĕн шайне те ырă витĕм кÿрет. Асăннă тытăм аталанăвĕ чылай чухне çĕр-шывăн конкуренцие çĕнтерме пултараслăхне те палăртать.

Pages