Хыпар

22 Нарăс, 2014

Турă панă таланчĕ – тăван халăхăмăр валли

МАРИНА ФЕДОРОВНА КАРЯГИНА

1969 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Па­тăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре çуралнă. Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче ĕçлет. Вăл хатĕрленĕ фильмсемпе кăларăмсем тĕнче шайĕнчи телефестивальсенче малти вырăнсене йышăннă. Çирĕме яхăн кĕнеке кăларнă.

22 Нарăс, 2014

Çамрăк педагогсем шкултан мĕншĕн шикленеççĕ?

Республикăра вĕсене хатĕрлекен ятарлă аслă шкул пур. Унта квалификаци тĕлĕшĕнчен туллин тивĕçтерекен преподавательсем ĕçлеççĕ. Апла пулин те юлашки курса çитнĕ студентсенчен хăйсен малашнехи çул-йĕрне шкулпа çыхăнтарас шухăшлисем сахал. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: кама учителĕн ĕç укçи тивĕçтермест, хăшĕ-пĕри паянхи шкул ачисене «алла илеймесрен» хăрать, виççĕмĕшĕ...

22 Нарăс, 2014

Раççейре - кăтартулли

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ анлă ларăвне унăн членĕсем, асăннă службăн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, район-хулари ĕçпе тивĕçтерекен центрсен пуçлăхĕсем, «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн, «Нива» вĕренÿпе курс комбиначĕн, «Промтрактор», «Акконд», «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУОсен, «Элара» наука-производство комплексĕн персонал ыйтăвĕс

22 Нарăс, 2014

Хăй хыççăн вăл хăварчĕ палăк...

Ырă ят-сума, пысăк хисепе, пурăннă чухнех палăк лартма тивĕçнĕ мухтавлă председатель Аркадий Айдак Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза ертсе пыма тытăннăранпа çур ĕмĕр çитет. Ун чухне вăл 27 çул та тултарман.

Pages