Хыпар

20 Чÿк, 2014

ЛЭП айĕнчи «хăрушă вăйăсем»

Электролинисен çывăхĕнче асăрхануллă пулмалла

Хуласемпе пысăк ялсенчи, вĕсен таврашĕнчи çĕр лаптăкĕсем хакланни, çурт-йĕр çĕклесси аталанни куç кĕрет те - паян нумайăшĕ ирĕклĕ тăваткал метрсене йышăнма тăрăшать. Пĕр енчен ку аван-ха, анчах çĕнĕ лаптăксем шыранă май хăшĕсем хăрушсăрлăх пирки манаççĕ. Строительство валли йышăнса ĕлкĕреймен çĕрсене «паллă тума» ăнтăлнă май вĕсем электропередача линийĕсен айĕнчи территорисене те куç хываççĕ.

20 Чÿк, 2014

«Пирĕн ĕлкĕрес пулать»

/Г.Я.Хлебниковăн хĕрĕх кунне асăнса/. Геннадий Яковлевич Хлебников /вăл кăçалхи октябрĕн 11-мĕшĕнче, 82 çула çитсе çĕре кĕчĕ/, малтан Чăваш ăслăлăх тĕпчев институтĕнче вăй хунăскер, 1969 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне ĕçлеме куçать.

20 Чÿк, 2014

"Тăван кĕтесрен лайăххи çук"

Тăван çĕр яланах хăйĕн патнелле туртать, илĕртет, пурăнма тата ĕçлеме вăй-хăват хушать. Çакна Елчĕк районĕнчи Каркаларти Андрей Севриков фермер аван пĕлет. "Тăван кĕтесрен лайăххи çук", - тет вăл.

20 Чÿк, 2014

Асамлă юрă-кĕвĕ тĕнчинче

Иртнĕ эрнере 13-мĕшĕнче Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче «Павлов кунĕсем» пуçланнă. Республикăмăрти çак сумлă вĕренÿ заведенийĕ 85 çул тултарнине халалланă музыка пĕлĕвĕпе юрă-кĕвĕ уявĕ декабрĕн 12-мĕшĕчченех пырĕ.

20 Чÿк, 2014

«Вуннă курнă, вунпĕрмĕш хут курма та хирĕç мар...»

Янкăлч шкулĕн музейĕ Раççей конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.      Канаш районĕнчи Янкăлчри шкул ку тăрăхри пĕлÿ çурчĕсемпе танлаштарсан хăйне евĕрлĕхĕпе, вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсемпе усă курнипе уйрăлса тăрать. Паян кунта 91 ача пĕлÿ илет.

Pages