XIX-XXI: хальхисем анлăрах хускатаççĕ

6 Пуш, 2018

Истори арчине 2017 çул Раççей талккăшĕнче Экологи çулталăкĕ е çут çанталăка упрамалли çул пек кĕрсе юлчĕ. Чăваш Енре вара Аттепе Анне çулталăкĕ пек паллă турăмăр. Тем тесен те символла палăртусем. Чăваш вăл ĕмĕрсерен уй-хир пулăхне, сĕм вăрман илемĕпе пурлăхне, юхан шыв тасалăхне упранă: вăрманĕ пысăк пулин те çĕрĕшсе тÿннĕ вулла кăна вутă валли илсе килнĕ, уй-хире тислĕк хывнă, ялти çырма ялан таса та тирпейлĕ пулнă — çулла пĕвеленĕ ăна, çуркунне татса янă. Çĕршер çул хушши чăваш ачи-пăчине çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнма вĕрентнĕ.
Халĕ мĕн пулса иртет-ха тăван тавралăхпа? Юлашки 20-30 çул хушшинче кăна Атте-Анне перекетлесе пурăннă Çĕр- аннемĕре çÿп-çап кĕтессине кăлартăмăр! Вулаканăм, кур-ха ялунти çырмана, вăл пластик савăтпа тулнă! Кĕр-ха çывăхри вăрмана: витĕр курăнать! Касса пĕтернĕ. Ăçта çитĕпĕр капла?
Шăпах çавăн евĕр çивĕч ыйтусене хускатнă та чăваш çыравçи Геннадий Максимов "Атăлти хĕрессем" хайлавĕнче. Вуланă, пысăк ыйтăва хускатакан повеç. Сăмахĕ ун çинчен мар: мана ытларах 2018 çулхи "Хыпарăн" 1-2 номерĕсенче пичетленĕ "Хăватлă Атăл куççульленчĕ, хÿхлевĕпе тĕнче кисренчĕ" тишкерÿ шухăша ячĕ. Аршăн пысăкăш ÿкерчĕкленĕ /журналистоковеденинче ăна "клишированный заголовок" теççĕ/ ятпа пичетленнĕ материалта авторсем чăваш çыравçин ĕçне тĕнчипе паллă Валентин Распутинăн "Прощание с Матерой" про-изведенийĕпе танлаштараççĕ. Пĕрремĕшĕнчен, çав тери хăюллă утăм, иккĕмĕшĕнчен, çав тери кирлĕ ĕç, виççĕмĕшĕнчен вырăспа чăваш литературинчи туслăха çирĕплетмелли çĕнĕ хĕлхем.
Хамăн тезиссене кĕскен ăнлантарса тухам
1. Валентин Григорьевичăн 1976 çулта хайланă произведенийĕ тăрăх Раççейри чи паллă режиссерсем Лариса Шепитькопа Элем Климов тепĕр виçĕ çултанах "Уйрăлу" /1979/ кинофильм ÿкереççĕ. Произведенин пахалăхне тата социаллă пĕлтерĕшне курса тĕрлĕ театрта "Прощание с Матерой" ятпах спектакльсем лартаççĕ. Чи паллăраххи – Мускаври М.Горький ячĕллĕ МХАТ. Тишкерÿ авторĕсем – Шупашкар районĕнчи Тренккасси вăтам шкулĕн хастарĕсем Олеся Абрамовăпа Ираида Фомина — Г.Максимов повеçне тишкерсе выртан пăра тапратни паха. Авторсем икĕ çыравçăн хайлавĕсене параллель мелĕпе тишкереççĕ, хăш-пĕр публицистсен шухăшĕпе килĕшмесĕр хăйсен аргуменчĕсене кăларса тăратаççĕ. Е чăн-чăн критиксем пек тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ. "Геннадий Максимов повеçĕнчи трагизм "Прощание с Матерой" шайнех çитмест" шухăша пысăк пĕлÿллĕ Платоновăн сăмахĕсемпе хирĕçлеççĕ: "Пĕтĕм тĕнче ГЭСсене сăртлă-туллă вырăнта тăвать. Мĕншĕн эпир кăна кутăнла пурăнатпăр?" "Мĕншĕн эпир кăна кутăнла пурăнатпăр?" /Палăртни манăн. – А.А./
Çакăнтан пысăкрах трагизм пулма пултарать-и вара?! <...>
2. Çут çанталăка сыхласси, ÿстерсе каланă сăмах ан пултăр, кашни çыннăн тивĕçĕ. Çĕрмен пластик-каяша çырмана, вăрмана, çул хĕррине пăрахмарăн – маттур. Çуркунне çырмана е урама çăка лартрăн – çут çанталăка упраса пĕр утăм малалла турăн... Сăвăçсемпе прозаиксем, драматургсем пархатарлă çак ĕçе, çут çанталăка сыхлассине ĕнтĕ, хăйсен хайлавĕсемпе тăваççĕ. Чăваш литературинче Экологи ыйтăвĕпе çыракан виçĕ вăта «юпана» куратăп: Мĕтри Кипек "Кайăк тусĕ" романĕпе çÿлти картлашкара ларнă пек туйăнать. Унăн Виктор Тараев çут çанталăк тăшманĕсемпе – браконьерсемпе – тан мар кĕрешĕве тухать те — çĕнтерет. Çĕр-аннемĕр пархатарне мухтакан Чăваш халăх писателĕ Василий Алентей "Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ" кĕнекери повеçĕсемшĕн "кĕмĕле" тивĕçлех. Тепĕр Чăваш халăх писателĕ "Çавал сарăлсан" романĕпе, иккĕленмелли çук, татах пьедестал çинче. Кипек, Алентей, Емельянов – аслă ăрури çыравçăсем, классиксем. ХХI ĕмĕрте çут çанталăка упрассине Геннадий Максимов çивĕч çĕкленине "Хăватлă Атăл куççульленчĕ, хÿхлевĕпе тĕнче кисренчĕ" тишкерÿ авторĕсем О.Абрамовăпа И.Фомина тĕрĕс кăтартса панă. Тата хăйсем те çав тери кирлĕ ĕç тунă. Чăваш литературине 21 ĕмĕрте кĕнĕ авторсене тĕрĕс çул-йĕр кăтартакан критик- компассем юлмарĕçпе пĕрех. Çакна эпĕ Чăваш çĕрĕнче литературăпа культура тата искусствăн пĕртен-пĕр журналĕн "Тăван Атăлăн" 2010-2016 çулĕсенчи тĕркисене пăхса тухнă хыççăн туйса илтĕм. Паллăраххисене асăнса хăварам: Г.И.Федоров профессорăн "Тепре вулар-и "Нарспине" /"Тăван Атăл", 2015, 5;/, "Этем чунĕнчи хусканусем" /"Тăван Атăл", 2016, 6;/, В.П.Станьял доцентăн "Ĕçĕм ĕç-и? Çиçĕм ĕçĕ!» /Марина Карягинăн пултарулăхĕ пирки. /"Тăван Атăл, 2014, 11;/, "Тăвайккисем айкисем" /"Тăван Атăл", 2015, 4;/. Хурлантараканни тата çакă: профессионал-критиксем темшĕн паянхи çыравçăсен калав-эссисене, повеç-романĕсене тишкересшĕн мар. <...>
3. Вырăспа чăваш литературинчи туслăх. Совет тапхăрĕн 50-70- мĕш çулĕсенче /ХХ ĕмĕр/ чăваш çыравçисем Мускавăн кĕтнĕ хăнисем пулнă! Калама кирлех-и Ухсай Яккăвĕпе Александр Твардовскин туслăхĕ çинчен. Петĕр Хусанкай СССР çыравçисен Союзĕн правлени председателĕн заместителĕ пулнă май вырăс писателĕсемпе ялан хутшăнура пулнă, Сергей Михалковпа пĕрле ĕçленĕ. Мĕтри Кипек Мускавра çырса пурăннă, куллен вырăс çыравçисемпе хутшăннă. "Хăватлă Атăл куççульленчĕ: хÿхлевĕпе тĕнче кисренчĕ" тишкерÿ вырăс тата чăваш литературисене пĕрлештерекен кĕпер пулинччĕ? Вăл халĕ питĕ кирлĕ! Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.