Лешка
Павăл аттене тытма ирхине килчĕç. Пилĕк сехет те çитменччĕ-ха. Малтан кил умĕнче машина кĕрлевĕ илтĕнчĕ, унтан – алăк умĕнче такамсем калаçни. Кун пек ĕçе яланах ирпе тунине пĕлет вăл, çавăнпа тĕлĕнмерĕ. Чунĕнче çапах та пĕчĕкçĕ шанăç хускалса илчĕ: «Вĕсем мар пуль. Вĕсем пулсан та, ун патне мар пуль...» Такамсем алăка хыттăнах кĕмсĕртеттерме пуçласан çав пĕчĕк шанăç та пач çухалчĕ. Вĕсемех. Ун патнех килнĕ.
Павăл атте ряса айĕн тăхăнмалли кулленхи тумне уртса ячĕ, ыйхăран шартах сиксе вăраннă арăмĕ тумланасса кĕтсе тăчĕ, унтан ячĕшĕн çаклатнă çекĕле илсе алăка уçрĕ.
Крыльца çинче виççĕн тăраççĕ. Формăпа хăйсем, пăшалĕсем те пур. «ЧК, — шухăшласа илчĕ Павăл атте. — Халĕ ăна НКВД теççĕ. Ячĕ улшăнни ниме те пĕлтермест. Унта çав çынсемех ĕçлеççĕ, çав ĕçех тăваççĕ». Килнĕ çынсене вăл виççĕшне те паллать. Тахçантанпах. Хула пысăк мар вĕт. Чи çамрăккине вара, винтовка тытнă Лешка Полунина, çуралнăранпах пĕлет. Таçтан аякран тăван та тивет-ха вăл вĕсен çемйине. Хăех шыва та кĕртнĕччĕ Лешкăна.
Хăрушсăрлăх органĕнче ĕçлекен Авдей Кудашов аслă лейтенант, хыткан та вăрăмскер, лашанни пек тăслака питлĕскер, тĕссĕр хут çине машинкăпа пичетленĕ текстпа питрен тĕртрĕ те, ăна нихăçан та пĕлмен-палламан пек, çапла ыйтрĕ: «Артемьев гражданин-и? Павел Александрович? 1886 çулта çуралнă-и?»
Павел Александрович шуралнă пуçне пĕксе илчĕ: — Çапла. Эпĕ — Артемьев Павел Александрович. 1886 çулта çуралнă. Ирех мĕн сăлтавпа кирлĕ пултăм-ши?
Павăл атте тем кулăшли каласа хунă пек Кудашов ахăлтатса илчĕ.
— Арестленĕ сана, Артемьев. Акă ордер та пур. Тинех сирĕн пата та черет çитрĕ, пуп йăх-яхĕ. Тахçанах чĕрнепе пусарса лапчăтмалла пулнă та сире... Совет влаçĕ ытлашшипех ырă: эсир ăса кĕрессе, çынсене çутă çул çинчен пăрма пăрахасса шанса пурăнчĕ. Кашкăр темле тăрантарсан та вăрманаллах пăхать тенĕ пек, хăвăр усал ĕçĕре пăрахмарăр, тек халăх пуçне минрететĕр. Тинех шалчăр тулать. Килте тата кам та пулин пур-и? — терĕ те Кудашов Павăл аттене кăнттаммăн сирсе шалалла утрĕ. Ыттисем Павел Александровича мала ирттерсе ярса ун хыççăн кĕчĕç.
Залра ним ăнланмасăр тăракан Агата матушкăна курсан Кудашов çилĕллĕн мăкăртатса илчĕ: «Шел, сана арестлеме ордер çук. Стена çумне иксĕре юнашар тăратсах шаплаттармалла та... Хăвăрăн хура рясăсемпе çынсен умĕнчи çутта хупласа пурăнатăр». Малалла вулас...
Комментари хушас