Лешка
Павăл аттене тытма ирхине килчĕç. Пилĕк сехет те çитменччĕ-ха. Малтан кил умĕнче машина кĕрлевĕ илтĕнчĕ, унтан – алăк умĕнче такамсем калаçни. Кун пек ĕçе яланах ирпе тунине пĕлет вăл, çавăнпа тĕлĕнмерĕ. Чунĕнче çапах та пĕчĕкçĕ шанăç хускалса илчĕ: «Вĕсем мар пуль. Вĕсем пулсан та, ун патне мар пуль...» Такамсем алăка хыттăнах кĕмсĕртеттерме пуçласан çав пĕчĕк шанăç та пач çухалчĕ. Вĕсемех. Ун патнех килнĕ.