Глонасс çинчен курнă тĕлĕк
Эсир мĕнле те, эпĕ питĕ çывăрма юрататăп. Ватă çынсен ыйăх килмест тесе мĕнле ăслă çын каланă-ши? Чăрмантармасан, ура çинче тăрса та хуп турттарма пултаратăп эпĕ. Ĕçре те харлаттаратăп, килте те. Ĕçĕ ĕнтĕ манăн, каланăччĕ ĕнтĕ, пит яваплăскерех мар. Пысăк çынсем ĕçлекен вырăнти пĕчĕк çĕрте вăй хуратăп эпĕ. Ĕлĕкхи пуçлăх питĕ хăйне юраса тăнине юрататчĕ те, вăт ăна юрас тĕллевпех ун умĕнче алăк уçса тăма илнĕччĕ мана. Пуçлăх ĕçрен тухнине е килнине курсанах çăварăмра тăрса юлнă юлашки шăла кăтартса йăлтăр-р! кулаттăм та алăк уçма хыпаланаттăм. Вăл вара мана уншăн пуçран шăлса лăпкаса хăваратчĕ... Çак профессин сăмахĕ те пурччĕ-ха та, склероз мар-и, аса илейместĕп. Тепĕр тесен, халĕ Интернетра темĕн те пур, хăвăрах пăхса илĕр-ха, хĕрхенĕр ват çынна. Манăн паян урăххи, çĕнĕ йышши технологи çинчен, каласа кăтартас килет.
Ара, пуçлăх иртĕхсех кайрĕ мар-и пирĕн, ĕçе пырса та курăнмасть. Вăт çав ăçта янккаса çÿренине тĕшмĕртес тĕллевпе тытрĕç те машинăсене ГЛОНАСС текен япала вырнаçтарчĕç. А эпĕ мĕн, пĕчĕк çын, ăçтан пĕлес манăн вăл мĕнле япалине, ăна мĕнпе пуçса çимеллине? Ун çинчен мансах кайнăччĕ-ха, тĕлĕк аса илтерчĕ...
Ĕçрен таврăнсан шăм-шак çемçел-мелĕх сыпсан кăтăш пулнă эпĕ. Ах, тур, тутлă тĕлĕк курнă та... Вунсаккăрта пек. Унти те, кунти те - чăп-чăмăр. Утса мар, акăш пек юхса иртнине курсан арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те çаврăна-çаврăна пăхаççĕ. Пурнăçра ĕмĕрте те кĕске тăхăнса курманскер чăтма май çук мини ăшне вырнаçнă хам. Хайхи тем тума ĕçе кайнă. Пăхатăп: алăк патĕнче... пуçлăх тăра парать! Мана курчĕ те кăмака кукрине шăранма лартнă сар çу пек ирĕлме пуçларĕ. Алăк патне çил пек вĕçтерсе пычĕ, уçрĕ, ура айне чаплă кавир сарса паманни кăна. Эпĕ шалалла иртрĕм те чарăнса тăтăм: ара, унтан малалла иртсе курман-ха та чăн пурнăçра. Сисетĕп: пуçлăх мана куçĕпе хывăнтарать-хывăнтарать... Эх, терĕм, пĕрре пурăнатпăр мар-и, çынсем пуçлăха юрассишĕн темĕн тума хатĕр, хÿрисем пулсан, тупата, унпа пăлтăртаттармалла кăна. Эпĕ вара тăмсай, ялан мăкăртатса çÿретĕп. Тĕлĕкре те пулин çылăха кĕрем-ха пĕрре терĕм /хам çывăрнине пĕлетĕп тата, кур-ха/. Халĕ ĕçлекен ваттисен пенсине индексацилемеççĕ вĕт. Малашне тата пенсие те чакарас сас-хура çÿрет. Мĕн усси капла ĕçленинчен? Тен, пуçлăха юрасан хăть шалу ÿстерсе парĕ? "Атьăр-ха пĕрре сирĕнпе катаччи чупатпăр”, - куç хĕсрĕм пуçлăха çавра пĕçĕсене вылятса. Мĕн тетĕр? Пĕр сăмахсăр килĕшрĕ! Вăл килĕшрĕ-ха, хам вара аптраса ÿкрĕм. Ара, чăн пурнăçра ун пекки-кун пеккипе апаланман та, хамăн ясар упăшкасăр пуçне урăх арçын курман та... Мĕн тумалла халь? Эй, тепĕр тесен, арçын пачах курман хĕрарăм мар вĕт. Шăршлакаланипе кăна çырлахман, ача та çуратнă. Тытрăм та юлташăмсем-чиперуксем патне шăнкăравларăм. "Çапла-çапла, - терĕм, - пуçлăхпа катаччи ярăнатпăр, кайран... манăн мунчана каятпăр”. Вĕсем вара савăннипе чалтах сикрĕç. Пуçлăхпа кашни кун мунча кĕмеççĕ вĕт. Эх, рехетленнĕ вара! Çилпе ăмăртса ярăннă хула урамĕсемпе, унтан пуçлăха енчен енне çавăра-çавăра... курăс мунчалапа хыра-хыра çуса янă. Сирĕн ытти-хытти пирки те пĕлес килет пулĕ те, эх, кушакăм, мăр-мăр кушакăм, пылак тĕлĕке шăп тутлă вырăнта татрĕ мар-и?! Тапрăм пĕрре хайхискерне тарăхнипе, виçĕ кун апат памарăм. Ара, çав шăп пылак вырăнта вăратман тăк тата темĕн тĕлленетчĕ-ха...
Вăл-ку юрĕ-ха, ГЛОНАСС патне таврăнар. Пĕр-икĕ кунран ĕçре эпĕ хуçапа мунчара пулни пирки сăмах сарăлчĕ. Шалт аптрарăм - ăçтан пĕлме пултарнă ыттисем çакна? Ара, чăн пурнăçра та пулман-çке, тĕлĕкре кăна! Ăслă çынсем ăнлантарнинчен каярахпа çакна пĕлтĕм. Çав ГЛОНАСС текен аппарат йăлт пĕлет, йăлт курать-мĕн. Курни тарама-ха, çуккине те пур туса кăтартать вĕт! Ара, манăн мунча та çук, пĕтĕм пыйтă-шăркана кÿршĕсем тăрăх акса çÿретĕп... Çакă йăлт тĕлĕнтерчĕ. Ну, ГЛОНАСС, тăхта! Виçĕ çул апат çиместĕп те, пурпĕр мунча туса лартмалăх укçа пухса çитеретĕп. Мĕнле юлашки пăта çапса параççĕ, тÿрех пуçлăха вĕри милĕкпе рехетленме чĕнетĕп. Чăн та, пуçлăхĕ темиçе те улшăнчĕ-ха унтанпа пирĕн, алăк уçса-хупса тăракан та текех кирлĕ маррипе ман штата та кĕскетрĕç. Темех мар, пуçлăха хытă юратнипе урай çăвакана куçма та хирĕç мар эпĕ. Ара, пысăк пукана халĕ йышăнни çап-çамрăк, хитре... Хам çулсен шутне пăхмасăр вут хыпрĕ чунăма... Вăт çавна чĕнес шухăш пур-ха халĕ. Ун пекскер, манпа, карчăкпа мĕн мунчи кĕрсе çÿретĕр тесшĕн-и? Унран кам ыйтса тăрать?! Эпир вĕт çамрăк чух тулă миххисене те хулпуççи çине чашт! кăна çавăра-çавăра хунă. Пуçлăха ĕнтĕ хул пуççи çине çавăрса хуни чыс кÿмĕ, ăна, хитре, анчах тата пĕчĕкскерне, хул хушшине хĕстерсе кайсан та чухах. Эх, çавăн пек çуса ярăп эпĕ ăна, хальхинче юлташăмсене те чĕнмĕп! Çумашкăн вара сăлтавĕ те пур-ха, пĕрле ĕçлекенсем çинчен хăйсенчен те лайăхрах йăлт пĕлсе тăрать, кунĕпе кам миçе хутчен усал сывлăш кăларни таранчченех, çитменнине, ĕçре кăна мар, килте те... Тепĕр ГЛОНАССран та ирттерет вĕт! Вăт ку пултарулăх. Ну, темех мар, пĕрле мунча кĕнĕ хыççăн майлашăнатпăр пулĕ-ха, кăра кăмăлне вĕри чула вĕри шывпа чăшлаттарса, лапка çинче енчен-енне çаврăнкаласа, тутлă милĕкпе çапăнкаласа кăларма тăрăшăпăр.
Мунча тума тăрăшсах укçа пухма пуçланă
Хрестин.
Комментари хушас