Глонасс çинчен курнă тĕлĕк
Эсир мĕнле те, эпĕ питĕ çывăрма юрататăп. Ватă çынсен ыйăх килмест тесе мĕнле ăслă çын каланă-ши? Чăрмантармасан, ура çинче тăрса та хуп турттарма пултаратăп эпĕ. Ĕçре те харлаттаратăп, килте те. Ĕçĕ ĕнтĕ манăн, каланăччĕ ĕнтĕ, пит яваплăскерех мар. Пысăк çынсем ĕçлекен вырăнти пĕчĕк çĕрте вăй хуратăп эпĕ. Ĕлĕкхи пуçлăх питĕ хăйне юраса тăнине юрататчĕ те, вăт ăна юрас тĕллевпех ун умĕнче алăк уçса тăма илнĕччĕ мана. Пуçлăх ĕçрен тухнине е килнине курсанах çăварăмра тăрса юлнă юлашки шăла кăтартса йăлтăр-р! кулаттăм та алăк уçма хыпаланаттăм.