Федор КАРЯГИН: Атăл шывĕ симĕсленни пăшăрхантарать
Федор Карягин — çут çанталăк хÿтĕлевçи. Унăн чунĕ пирĕн тăрăхра ÿсекен кашни йывăçшăн, çырмара юхса выртакан кашни çăл куçшăн, хирте пурăнакан кашни чĕр чуншăн пăшăрханать. Вăл хăйĕн пурнăçне çут çанталăка упрас, тавралăха пуянлатас ĕçе халалланă. Республикăри паллă экологпа йĕркеленĕ калаçура та çак ыйтусенех хускатрăмăр.
— Федор Александрович, хальхи вăхăтра тавралăх хăрушлăхра пулни пирки калаççĕ экологсем, анчах нумайăшĕ çак сăмахсене илтмĕше перет.
— Ку шухăшпа килĕшетĕп. Чăн та, экологсем каланине шута илменнисене пирĕн çĕршыв çут çанталăк ресурсĕсемпе пуян пулни пуçа çавăрать. Вĕсем нефть, çут çанталăк газĕ, çĕр кăмрăкĕ, çĕр айĕнчи ытти пурлăх пĕтме пултарнине шута хумаççĕ. «Çынсен пысăк инкекĕ — экологи ăслăлăхне пĕлменни», — тетчĕ Алексей Яблоков академик. Сăмах май, Алексей Владимирович — чăвашсен чи çывăх тусĕ. Вăл пирĕн республикăра темиçе хут та пулса курчĕ. Алексей Яблоков паллă химикпе Лев Федоровпа /вăл — пирĕн ентеш, Çĕмĕрлерен/ пĕрле хими пăшалĕнчен хăтăлма пулăшрĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче экологи пĕлĕвĕ парасси пысăк вырăнтаччĕ. Шкулсенче уйрăм предмет пурччĕ, тĕрлĕ факультетра вĕрентетчĕç. Халĕ экологи наукине ятарлă специалистсене хатĕрлекен уйрăмсенче кăна ăса хываççĕ. Алексей Яблоковăн шухăшĕпе, çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнас тесен саккунсен тата шывпа сывлăша тасатмалли çĕнĕ технологисене пĕлни кăна çителĕксĕр. Экологи наукинче те об˜ективлă саккунсем пур. Вĕсене халăх, ертÿçĕсем тытса пырсан кăна тĕрĕс çул çине тухма пултаратпăр.
— Совет тапхăрĕнче тавралăха упрас тĕлĕшпе мĕн-мĕн тунă? Ун чухне экологи ыйтăвĕ çивĕч пулнă-и?
— Çын хăйĕн пурнăçне çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курса йĕркелет. Анчах этем яланах çут çанталăка хĕстерсе пынă. Унăн хăтланăвне пула тавралăх çултан-çул вараланса пырать. Совет влаçĕ чухне те япăх самантсем пулман мар. Акă Атăл, Кама, Ангара çинчи ГЭСсем тавралăха ырă витĕм кÿреççĕ тетĕр-и? Çук. Вĕсене пĕвеленĕ хыççăн шыв юхма пăрахрĕ. Атăл халĕ — чĕрĕ шыв мар. Ĕлĕк унти шыва ăсса илсе ĕçнĕ, халĕ унта шыва кĕме те юрамасть. Тепĕр йăнăш – авалхи çеремсене пусă çаврăнăшне кĕртни. 50- мĕш çулсенче Казахстанра, Кăнтăр Уралта, Кăнтăр Çĕпĕрте темиçе миллион çеçен хире сухаласа пăрахрĕç. Çĕнĕ çĕр çинче тыр-пул тухăçĕ малтанхи çулсенче кăна пысăк пулнă. 60-мĕш çулсенче Чăваш Енре те çĕнĕ çерем уçма тытăнчĕç. Эпĕ çамрăк чухне пирĕн ял çывăхĕнче те кÿлĕ чылайччĕ. Вĕсенче çынсем шыва кĕретчĕç, пулă тытатчĕç, лашасем те кÿлле кĕретчĕç. Кÿлĕсен таврашĕнче курăк та ешерсе ÿсетчĕ, кайăк сасси тыткăнлатчĕ. Эпĕ салтака кайса килнĕ тĕле çав кÿлĕсене типĕтсе пусă çаврăнăшне кĕртнĕччĕ. Лайăххисенчен çакна палăртас килет. 1948 çулта Сталин хушнипе çĕршывра 5300 километра тăсăлакан хирсене ешертме, 5 миллион та 709 пин гектар çинче вăрман ÿстерме, 44228 пĕве тума, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне пысăклатма палăртнă. Ку программа пĕтĕмпех пурнăçа кĕреймен пулин те пысăк витĕм кÿнĕ. Астраханьпе Волгоград çийĕн вĕçсен илемлĕ çав вырăнсене курма пулать. Хăш-пĕр лаптăкра Лысенко академик сĕннипе Америка вĕренисем лартнă. Ун чухне çак йывăçăн сиенне никам та пĕлмен. Çавна пула эпир халĕ те тертленетпĕр. Вĕрене пĕтĕм тавралăха ярса илчĕ.
— Çын çÿп-çапа ан пăрахтăр, тавралăха ан варалатăр тесен мĕн тумалла? Халăха тирпейлĕ пулма епле вĕрентмелле?
— Пирĕн пата цивилизаци каярахпа çитнĕ, пирĕн несĕлсем çĕр пÿртсенче пурăннă. Ун чухне Азире, Анăçра пысăк хуласем пулнă, наука аталаннă. Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра çÿп-çаппа кĕрешес енĕпе нумай ĕç тăваççĕ. Акă çÿп-çапа тирпейлекен предприятисем хута кайрĕç, анчах ăна уйăрса пуçтарасси ĕмĕтре кăна-ха. Самана улшăниччен çÿп-çапăн пысăк пайĕ апат-çимĕç каяшĕччĕ. Вăл купи-купипе шăршланса выртатчĕ. Халĕ контейнерсенче картон-полимер тавраш ытларах. Çынсене тирпейлĕ пулма вĕрентес тесен çак ыйту çинчен нумай калаçмалла, ырă тĕслĕхсемпе паллаштармалла.
— Çÿп-çапа уйăрса пуçтарас меле эсир сĕннипе тахçанах пуçăннă, анчах мĕншĕн паянхи кун та çак ĕç йăлана кĕреймест? Малалла вулас…
www.hypar.ru
Комментари хушас