Эпир — Чакка йăхĕнчен

20 Нарăс, 2018

Анатолий Николаевич ФИЛИППОВ-ТАКАН 1952 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Такана ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш тата Чурачăкри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи уйрăмĕнчен, 1979 çулта ВЛКСМ Тĕп комитечĕн аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

Çар ретĕнче В.И. Чапаев ячĕллĕ дивизире тăнă.

«Коммунизм ялавĕ», «Пионер сасси», «Молодой коммунист» хаçатсенче, Шупашкарти телекурав студийĕнче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те хаçат-журналсемпетачă çыхăну тытать, пьесăсем, калавсемпе сăвăсем, паянхи пурнăçри çивĕч ыйтусемпе тĕрлĕ корреспонденци, статья çырать.

Юрă-кĕвĕллĕ камит

ВЫЛЯКАНСЕМ:
Микуç – 25-30 çулсенчи вăтам пÿллĕ, çирĕп шăнăрлă хыткан каччă.
Çеруш – 28-30 çулсенчи хула каччи.
Кеша – ялти почтальон, 35-50 çулта.
Пакшин – 25-30 çулсенчи тĕреклĕ, тулли кĕлеткеллĕ ялти каччă.
Ванюк – 22-23 çулсенчи ялти каччă.
Роза – совхозри бухгалтеринче ĕçлекен 23-25 çулти ял хĕрĕ.
Лена – Роза тантăшĕ, свинарка, ялти хĕр.
Луи — 28-35 çулсенчи француз.
Вера аппа — 60-65 çулти ялта пурăнакан хĕрарăм.
Сăпани – 70-75 çулти ялти карчăк.
Гриша мучи – 85 çулти ватă.
Таранькин – конкурслă управляющи, 45-50 çулсенче.
1-мĕш пушарник – 35-40 çулти ялти ватă хусах.
2-мĕш пушарник 40-50 çулсенчи ялти арçынсем.
3-мĕш пушарник
Митя 25-30 çултсенчи хула çамрăкĕсем.
Андрей
Карим
– 30-35 çулсенчи тĕреклĕ арçын, турагентство пуçлăхĕ.
Аслă рейдер
2-мĕш рейдер
3-мĕш рейдер

Александр Иванович Иванов – 80-85 çулсенче, совхоз директорĕ пулнă.

ПĔРРЕМĔШ АКТ.
1-мĕш курăну.

Чаршав çинче «Пурнăç – кĕрешÿ пулсассăн, ун пĕлтерĕшĕ – çĕнтерÿ» тесе çырнă. Чаршав уçăлман-ха.
Микуç /авансцена çинче/. Ырлăх-сывлăх пултăр, хаклă куракансем! Сире чи малтанах çакна пĕлтересшĕн: эпир Чакка йăхĕнчен пулсан та, спектакльте çакăнса тăракан пăшал таврашĕ çук: пемеççĕ, касмаççĕ, çапăçмаççĕ. Вилнисемпе аманнисем çук! Тĕплĕнрех – спектакльте! Чаршав уçма ыйтатăп! Сывлăш-десант çарĕсен саппасри старшини Николай Тевенешев. Хамăр хушăра – Микуç.
Чаршав уçăлать. Хапха умĕ. Çамрăксем магнитофон колонкисене, аппаратура вырнаçтараççĕ.
Микуç /микрофонпа/. Раз, раз, раз. Илтетĕр-и?
Пакшин. Аван, аван! Атя, яра пар!
Роза. Вăт, кунта уçă, ирĕк. Пÿртре пăчăхса ларни мар.
/Карăнса, аллисене çÿлелле çĕклесе, хăйĕн илемне кăтартса илет/.
Микуç /микрофонпа/. Пуçлатпăр! Яшсем, хĕрсем, ял-йыш, тăван-хурăнташ! Пирĕн урамра пысăк уяв. Ванюк ял хуçалăх академинчен вĕренсе тухса экономист дипломне илнĕ. Тепĕр виçĕ кунран вара Англие тухса каять, Оксфорда, малалла вĕренме. Илтнĕ-и эсир тĕнчипе паллă Оксфорд университечĕ çинчен? Вăт, çавăнта кайма вăл Мускавра ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе тÿлевсĕр Грант çĕнсе илнĕ. Пирĕн Раççей çĕршывĕнчен пурĕ 20 çамрăк кăна Оксфордра малалла вĕренме тивĕç пулнă. Ванюк, кил-ха çывăхарах. /Ванюк аллине чăмăртать./ Атьăр-ха, чыслăн саламлар ăна çак ятпа. Маттур, Ванюк, чăнах та! Чакка йăхĕн ятне ямарăн!
Пурте харăссăн алă çупса яраççĕ. Çеруш аллипе дирижер пек сулласа «Саламлатпăр! Саламлатпăр! Саламлатпăр! Çĕнĕ çĕнтерÿсем сана, Ванюк! Ан ман пире! Чакка ялне ан ман! Ура! Ура! Ура!» – тесе кăшкăрать.
Микуç /микрофонпа/. Уйрăммăн тухса калас текенсем пур-и?
Çеруш. Мĕн калăн ĕнтĕ? Чунран ырă сунар та – çавă çеç! Тĕнчене тĕлĕнтермелли май пулсан, вăтанса ан тăр, Ванюк!
Пакшин. Ялта пулман япала тăвасшăн ĕнтĕ кусем. Космоса ăсатаççĕ тейĕн! Хе-хе!
Роза. Космоса-и, космоса мар-и, ют çĕршыва каять вĕт-ха Ванюк. Унта вара пурне те йышăнмаççĕ.
Пакшин. Каяс тесен хăть те ăçта йышăнаççĕ-ха, пирĕн пеккисем валли хура ĕç вăл таçта та туллиех. Пробиркăсем çума, пÿлĕмре тирпейлеме. Принеси- подай.
Роза. Сана нихăçан та нимĕн те килĕшмест. Эс ху мĕн ялтах пурăнатăн çак, кай, йышăнаççĕ пулсан…
Микуç /тухать. Хăнтăр-хантăр юрă-кĕвĕ янăраса каять/. Ну, яш-кĕрĕм, хамăрла ухлаттарса ярар-ха. /Ташша çапма, авкаланма, тăпăртатма пуçлаççĕ. Сăпанипе Верук аппа кĕтесрен тухаççĕ./
Верук. Мĕн ку? /Хутаçĕнче тем шырать, пăтратать./ Э-э, ку мар-ха, ку вăл – йытăсем валли! Акă, акă! Упăте апачĕ! /Банан кăларса çĕклет, ташлакансем еннелле перет./ Пĕрре сахал пуль-ха, акă сире çыххипех! /Тепре перет./
Сăпани. Мĕн хăтланатăн эсĕ, Вера кума?
Верук. Ара, хырăмĕсем те выçрĕç пулĕ. А, эсĕ Канашра зооциркра пулман-и вара, Сăпани кума? Унта темĕнле ăслă, шлепкеллĕ çынсем те упăтесене банан параççĕ. Во! Ак тата тепре. /Ывăтать./
Микуç. О! НЛОсем вĕçсе иртсе кайрĕç пулмалла, мăйракисем ÿксе юлчĕç. /Çÿлелле пăхать./
Лена. Чăн та! Вĕсем мăйракаллă тенине эп те вуланăччĕ, курма – нихăçан та курман-ха. Вăт ăсатмалла Мускава, тĕпчеме.
Сăпани. Нимĕнле çĕнĕ япала та мар вăл – банан. Упăтепе Верук аппа апачĕ – шăл çемми. Ав, Канашран килетпĕр те, çавăнта туяннăччĕ.
Верук. Эп сире упăтесем тесе, выçăпа антăхнăран сиккелеççĕ тесе…
Микуç. Эпир выçă мар, диплом çăватпăр. Ак, Ванюк паян çын пулнă, диплом алла илнĕ. Англие ăсататпăр вĕренме, ĕçлеме.
Сăпани. Диплом алла илнипех çын пулаймăн пуль, ĕçлесе çын пулас пулать.
Ванюк. Ĕçлесси вăл – малашне, Сăпани аппа. Пулăпăр-ха эпир те çын.
Сăпани. Кунашкал хуçкалансан часах çын пулаймастăн пуль. Çын упăтерен пулнă теççĕ-ха та, нумай кĕтмелле-ши?
Микуç. Хальхи çамрăксен ташши çавнашкал, пĕтĕм тĕнче пĕрешкел ташлать.
Сăпани. Тĕнче ташлать пулĕ-ха, упăте çĕршывĕнче. Хамăр ялта хамăрлах ташлас пулать. Ванюк Англие каять, ăçта-ши вăл? Америкăра-и вăл?
Верук. Америкăра – Америка. Англи вара – Германинче вăл.
Сăпани. Германи, Америки, Английĕ – пурте пĕрех вĕсем, пире хирĕçле.
Гриша мучи килĕнчен тухать.
Гриша мучи. Мĕн амакĕ сиксе тухрĕ тата, çвечĕ пĕтрĕ-и, музыки чарăнчĕ.
Сăпани. Эй, музыки-мĕнни, пăсăкки кăна вĕсен. Кирлех мар вăл, Гриша кум. Ну-кă, илсе тух-ха купăсна, хамăрялсен такмакĕсене кăтартса илер çак ачасене.
Гриша мучи. Эй, эп çиччас. /Кĕрсе каять./
Верук. Ну-ка, Сăпани кума. Эп те çаврăнса илем-ха пĕр-ик çавра.
Сăпани. Килĕр, тăрăр çаврашкан, аллăрсене ан шеллĕр.
Гриша мучи /купăспа тухать/. Акă, кума-кума, яра пар, ярапине хама пар. Пĕр пуçланă тăк ĕçкех тăвар, мăнук диплом илнĕ ман.
Гриша мучи купăсне калать, Сăпанипе Верук аппа ташша пуçлаççĕ. Вĕсене хирĕç Микуçпа Çеруш та ташлама пуçлаççĕ, ташша ташласах пĕтереççĕ.
Гриша мучи. Эх, Сăпани, эх, Верук. Пĕтĕм чуна хускатрăр, ялта чылайранпа купăс сасси янраманччĕ-ха.
Верук. Ăçтан янратăр ĕнтĕ вăл купăсĕ, туйĕсене те Канаша кайса кафесенче тăваççĕ те халь. Эс – купăс сасси тетĕн.
Микуç. Вăт, Сăпани аппа, хамăн туя ялтах тăватăп, ак, курăр-ха. Параппанне çапаканĕ те, купăсне тăсаканĕ те, хăнтăрмине шаккаканĕ те, балалайкине трăнлаттараканĕ те пулĕ ун чух.
Сăпани. Вăт, вăт, Микуç, çапла ту. Хамăр ялтах. Вăрман хуçин хăй туйне ялтах тăвас пулать, йĕри-тавра кашласа ларакан вăрман та килентĕр туй шавĕпе. Эп тĕрĕсех калатăп-и, Ленук?
Лена. Паллах, тĕрĕс. Хам та хĕр йĕрри юрласах качча каясшăн-ха.
Верук. Ах, Ленук! Микуç! Палалайккине вара. Эп хамăннех илсе килетĕп, хĕлĕхĕсем тутăхман-ха! Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.