Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН

20 Нарăс, 2018

Эпир — Чакка йăхĕнчен

Анатолий Николаевич ФИЛИППОВ-ТАКАН 1952 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Такана ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш тата Чурачăкри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи уйрăмĕнчен, 1979 çулта ВЛКСМ Тĕп комитечĕн аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

Çар ретĕнче В.И. Чапаев ячĕллĕ дивизире тăнă.

26 Раштав, 2017

Хуньăмпа пĕрле виçĕ эрне – çăтмахра

Çывăрма хатĕрленнĕччĕ — телефон шăнкăртатрĕ. «Ялтан! — терĕ арăм. Пиччĕшĕ Юрий калаçнине тимлĕн итлесе пĕтерчĕ. «Тумлан,  кайрăмăр!» — команда пачĕ вăл. Хуньăм мунча хыççăн хăйне япăх туйма пуçланă-мĕн.

— Больницăнах вырттарасчĕ! — шухăшне татăклăн каларĕ тухтăрта вăй хуракан мăшăр ашшĕне тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн.

3 Пуш, 2015

Кая юлса пĕлнĕ çĕнĕ хыпар

"Виçĕ е ытларах ача çуратакан мăшăрсене республика бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ укçа параççĕ", - пĕлтерчĕ радио дикторĕ. Мĕнле кăларăм пулчĕ - пĕлеймерĕм, пуçламăшне илтмен те.

- Вăт, Коброчка-чиперккеçĕм, мĕнлерех çăмăллăх çамрăксене! - савăнса сăмах хушрăм плита умĕнче тăрмашакан арăма. Юратса çапла чĕнетĕп ăна, шÿтлекелесе. "Кобра" тесен питĕ тарăхать мăшăрăм.

- Ухмах! Кун пирки миçе çул калаçаççĕ ĕнтĕ. Эсĕ вара тин кăна илтетĕн. Журналист тетĕн тата хăвна. Улттăмĕш палата! - чăкăлташма сăлтав тупăннишĕн савăнса чунĕ каниччен тăн пачĕ мана Коброчка.