Кая юлса пĕлнĕ çĕнĕ хыпар

3 Пуш, 2015

"Виçĕ е ытларах ача çуратакан мăшăрсене республика бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ укçа параççĕ", - пĕлтерчĕ радио дикторĕ. Мĕнле кăларăм пулчĕ - пĕлеймерĕм, пуçламăшне илтмен те.

- Вăт, Коброчка-чиперккеçĕм, мĕнлерех çăмăллăх çамрăксене! - савăнса сăмах хушрăм плита умĕнче тăрмашакан арăма. Юратса çапла чĕнетĕп ăна, шÿтлекелесе. "Кобра" тесен питĕ тарăхать мăшăрăм.

- Ухмах! Кун пирки миçе çул калаçаççĕ ĕнтĕ. Эсĕ вара тин кăна илтетĕн. Журналист тетĕн тата хăвна. Улттăмĕш палата! - чăкăлташма сăлтав тупăннишĕн савăнса чунĕ каниччен тăн пачĕ мана Коброчка.

Чăн сăмахăн суйи çук. Вунă çула тăсăлнă йывăр чире /инсульт-привет текенскере/ пула ĕçлейместĕп те - пурнăçран юлнă пулинех. Тен, чăнах та, "улттăмĕш палата"? Çапах та каярах юлса пĕлтĕм пулин те ку хыпар çав тери савăнтарчĕ. Пĕтмест чăваш!

- Ну, маттур та пирĕн республика Пуçлăхĕ, - тĕплĕн шухăшласа, ăнсăртран ăссăр сăмах персе ярасран хăраса малалла тăсрăм калаçăва. - Михаил Васильевич нумай калаçмасть, ĕçне халăх нушине шута илсе туса пырать. Пурнăç çынни, чăн-чăн ертÿçĕ.

Унтан хушса хутăм:

- Трибуна çинчен ăслă шухăшсем калани мĕн тума кирлĕ ĕç çыннине? Тавлашуллă философи ыйтăвĕсене сÿтсе явма эпир студентсем-им? Ĕçпе çирĕплетмелле шухăшсене. Çакă чи кирли.

Тинех шăпланчĕ Коброчка. Эпĕ вара лăпланаймарăм-ха.

- Пирĕн те виççĕмĕшĕ пирки шухăшласа пăхмалла мар-и? - персе ятăм.

- Ухмах, - лаплаттарса хучĕ мăшăрăм.

Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.